Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти хисеплĕ ветеран

05 декабря 2007 г.

Нумаях пулмасть Тури Чаткас ялĕнче пурăнакан Петр Дмитриевич Степанов ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ 80 çул тултарчĕ. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет, Степановсем хăйсен "ылтăн туйне" те паллă тунăччĕ ялти Культура çуртĕнче. П.Д.Степанов Анат Чаткас ял поселенийĕнчи арçынсен хушшинче чи ваттисенчен пĕри шутланса тăрать. Вăл ачаран пуçласа пенсие тухичченех колхоз производствинчи тĕрлĕ ĕçре ырми-канми ĕçленĕ. Чăнах та, паянхи куна чи телейли теме пулать Степановсен çемйинче. Вĕсем нушине те сахал мар тỹснĕ, анчах та йывăрлăхсене парăнмасăр малалла пысăк утăмсем туса паянхи савăнăçлă куна та курмалла пулнă Степановсен. Ачи-пăчи кăна мар, пĕтĕм ял-йыш савăнать вĕсемпе. Аслă ăру çыннисем, кĕçĕн ăру умĕнче ырă тĕслĕхпе кăна палăрса тăраççĕ. Йывăр вăхăт пулнă пулин те, çĕнĕ çуртне те лартнă, ача-пăчаллă та пулнă. "Улми йывăççинчен инçе ỹкмест" - тесе каланă ĕлĕкхи ватăсем. Ачисем те хăйсем пекех ĕçчен, хастар та ăслă. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ Петр Дмитриевичпа Вера Михайловна. Чăннипех те савăнмалăх пур ачисемпе. Аслă хĕрĕ, Лена, ывăлĕ, Леня, Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Виççĕмĕшĕ, Зоя, район центрĕнчи Ача-пăча искусство шкулĕн директорĕнче вăй хурать. Вăл _ пултаруллă художница, республикăри конкурс-выставкăсенче тăтăшах призлă вырăнсем йышăнать. Надя та педагог профессине алла илнĕ, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи ачасене пĕлỹ парать. Коля ывăлĕ вара ашшĕ-амăшне ватлăхра пăхса пурăнать. Вăл çемьеллĕ, мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Петр Дмитриевичпа Вера Михайловнăн халĕ вунпĕр мăнук. Чаплă юбилей ячĕпе саламлама Анат Чаткас ял поселенийĕн специалисчĕсем тата культура ĕçченĕсем те пычĕç. 80 çул тултарнă ятпа саламласа каланă ăшă сăмахсем Петр Дмитриевича питĕ савăнтарчĕç. Ăна ачисем, мăнукĕсем тата çывăх тăванĕсем çавра сĕтел хушшинче нумай-нумай тав сăмахĕсем каларĕç, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç. А.ЛУКИАНОВА, Анат Чаткас ял библиотекин библиотекарĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика