Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Геннадий Яковлев: «Ĕç савăнăç кỹрет, вăй-хал парать»

28 августа 2018 г.

Геннадий Яковлев: «Ĕç савăнăç кỹрет, вăй-хал парать»

84 Çулти ватă тесен мĕнле çын куç умне тухса тăрать-ха? Ỹпĕнчĕк, куçлăхпа, аллине туя тытнă... Анчах та çакă Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Геннадий Яковлевпа пачах та пĕр килмест. Паспорт çинче кăна курăнаççĕ унăн чăн-чăн çулĕсем. Капла ăна никам та хăй çулне памасть - çирĕп кĕлеткеллĕ, лара-тăра пĕлмен хастар вăл. Утма та хăвăрт утать. Велосипедпа чухне те яш пек ыткăнать. Машина рулĕ умĕнче вара васкамасть - «Жигулине» те, бортлă УАЗне те пĕр тикĕс чуптарать. Опытлă водитель ял урамĕпе асăрхануллă çỹрет.
Акă виçĕмкун Геннадий Андреевич ирех мăшăрĕпе йывăç кĕреçе илсе пахчана çĕр улми кăларма тухрĕ. Вĕсен пахча çимĕçĕ хуть хăш çул та ăнса пулать. Çу каçипе пахчара кăткă пек тăрмашаççĕ Яковлевсем - участокне çумласа, кăпкалатсах тăраççĕ. Кăçал та авă, типĕ çул тăнине пăхмасăр, епле тухăçлă çĕр улми çитĕнтернĕ вĕсем. Ывăлĕсемпе мăнукĕ михĕсемпе йăтса ĕлкĕреймеççĕ. Гена тете, çĕр улми йăранĕсене чавса пĕтернĕ хыççăн, ăна кинĕпе пĕрле пуçтарма та вăй-хал тупрĕ. 
Çапла кашни кун иртен пуçласа каçченех ура çинче пирĕн ĕçчен кỹршĕ. 
Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнче 1934 çулхи октябрьте çуралнă вăл. Вăрçă пуçланас умĕн ашшĕсĕр тăрса юлнă. Йывăр çулсене амăшĕпе тỹссе ирттернĕ. 
- Колхозра ят çыртарса ĕçлеме 6 çултах тытăннă, - аса илет Геннадий Андреевич, - сỹрелеме лаша шанса пачĕç. Мĕн тăвăн, вăйпитти арçынсем - вăрçăра, ман пек вĕтĕр-шакăра та ĕçе явăçтарнă. Вăрçă çулĕсенче аслисемпе тан лашапа суха тунă, тырă акнă, вырма тухнă. Жаткăна туртса пыма 3 лаша кỹлетчĕç. Эпĕ юланутпа варринчи лаша çинче малта пыраканни пулнă, ыттисем - хыçаларах... 
Шкула та йĕркеллĕ çỹреймен, юр çумасăр та парта хушшине ларман. Амăшĕ бригадир пулнипе-и, колхоз ĕçне мала хунă. Çапла 6 класс пĕтеркеленĕ. Вăрçă хыççăн та уй-хир бригадинче лашапа пайтах ĕçленĕ: йĕтем çинчен кĕлете тырă турттарнă - çурăм çинче михĕсем йăтса миçе тонна куçарнă-ши? Пĕр ĕçрен те пăрăнман, ỹркенмен. 
Салтака каяс умĕн комбайнер помощникĕ пулса ĕçленĕ - техника патне ачаранпах пысăк туртăм пулнă унăн. Çартан килсен Саратовра çулталăк хушши ял хуçалăх механизаторĕсен училищинче вĕреннĕ - тракторист, комбайнер удостоверенине тата шофер правине илнĕ. 
1954-1957 ç.ç. - çар службинче пулнă çулсем. Виçĕ çул та виçĕ уйăх пурнăçланă çар тивĕçне. Килне артиллерист Хисеп грамотисемпе, вĕр-çĕнĕ купăспа таврăннă. Ачаран купăс калама юратнă çав. Амăшĕ балалайка илсе панă-ха ăна - унпа та ăста каланă, купăсне вара хăй туяннă. 
Йывăр çулсенче те çамрăксем, кунĕпе ĕçлесе тем пек ĕшенсен те, вăйă-кулăсăр, юрă-ташăсăр пурăнман. Каçхине урама тухса ларнă, вĕсене Г.Яковлев купăс каласа савăнтарнă. 
Шăхачра ăна, çивĕч те пултаруллă йĕкĕте, килĕштермен хĕр пулман та пуль. Купăсĕ тата кĕвĕ хыççăн кĕвĕ епле шăрантарнă, илĕртнĕ... Каччăн чĕри вара Ирçе Тĕкки хĕрне - кăн-кăвак куçлă, сарă çивĕтлĕ Раиса Кадышевăна суйласа илет. 
Иккĕмĕш ывăл çуралнă хыççăн çемье Шăмăрша куçса килет. Çапла 1978 çултанпа вĕсем кунта тĕпленнĕ. Гена тете тăтăш водительте ĕçленĕ, пĕр вăхăт Çĕнĕ Шупашкарта та машинăпа груз турттарнă. Унăн ĕç стажĕ - 46 çул! 
Тивĕçлĕ канăва тухсан та яланах руль умĕнче вăл. Ирех машинăпа пасара кайса килет - хуçалăхра ытлашши пахча-çимĕç, улма-çырла сутать. Хăйсен аллипе çитĕнтернĕ тухăçлă çимĕçе çийĕнчех вырнаçтарать. Час-часах вăрмана та çỹрет. Милĕкне кỹршĕсем валли те хатĕрлет - кашниех каяймасть вĕт-ха хурăнлăха çити. 
- Çу каçипе ĕçлеме сывлăх пулнăшăн савăнатăп, - тет ĕç тата тыл ветеранĕ Геннадий Андреевич. - Мăнукăм çар училищинче вĕренни маншăн - чăн-чăн телей! 
Тата нумай ĕçлесчĕ-ха, ĕçсĕр тăма пултараймастăп. Çапла хăнăхтарнă пире ачаран. Тата ĕçпе нумай-нумай савăнса пурăнма сывлăх пултăр сире, хисеплĕ Геннадий Андреевич! 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика