Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнаç – кĕрешÿ

23 февраля 2013 г.

Пурнăç... Пĕрин тикĕс те чăрмавсăр шăвать вăл. Теприн – тертлĕ те тумхахлă. Чунпа çирĕппи, ĕçрен хăраманни çеç шăпа «парнеленĕ» йывăрлăхсене çĕнтерме хевте çитерет. Çакăн пек çынсенчен пĕри – Анат Чаткасри О.Кашицына.

Ольга Самуиловна – ял хĕрĕ. Çут тĕнчене 1943 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче килнĕ. Капраловсен ĕçчен те туслă çемйинче çитĕннĕ. Колхозăн уй-хир бригадинче вăй хуракан Елисса аппапа тырă кĕлетне хураллакан Самиле тете 7 пепкене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çемьере иккĕмĕш ача пулнăран, йăмăкĕсемпе шăллĕшĕн ырă тĕслĕх пулнă Улька.

Шел, Аслă Аттелĕх вăрçи хыççăнхи йывăр самана хĕрачан çутă ĕмĕтне татнă... Вăл шкулта 2 класс таран çеç вĕренме пултарнă. Çап-çамрăклах кÿршĕллĕ Тутар Республикин Çĕпрел районне кĕрекен Тури Чаткас ялĕнче 6 çул сысна кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Тăван «Восход» колхозра 14 (!) çултах дояркăра ĕçлеме пуçланă. Кăвак çутăллах сĕт-çу фермине васканă: 15-шер ĕнене апат валеçнĕ, тислĕкне тасатнă. Кунне икшер, пăруланă хыççăн виçшер те, алăпа сунă вĕсене. Ывăннине палăртман! Хуçалăх вăй илсен ĕç хушăннă пулин те, кăшт çăмăлланнă: 25 ĕнене аппаратпа сунă. Малтисен ретĕнче пынă Ольга Капралова. Чăтăмлă та харсăрскер, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунă. Çакна çемье архивĕнчи орден-медаль те çирĕплетет. Акă вĕсем: «Ĕçре палăрнăшăн», «Нумай вăхăт хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн», «СССРăн халăх хуçалăхĕ-нче хастар ĕçленĕшĕн», «XI пилĕк çуллăх ударникĕ», «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Ĕç ветеранĕ». Ольга Самуиловна сăн ÿкерчĕкĕ хуçалăхри тата районти Хисеп хăмисем çинчен кайман.

Пултаруллăскере Анат Чаткас ял Канашĕн депутатне те суйланă. Çын сывлăхĕпе пурнăçне мала хураканскер, О.Кашицына СССР донорĕн сăваплă тивĕçне пурнăçланă.

Ĕçре, ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ хĕрарăмăн çемьеллĕ пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Юратнă мăшăрĕпе, ял шкулĕнче учительте тимлекен Анатолий Федорович Кашицынпа, килĕ-штерсех пурăннă-ха. Шел, мăшăрсен телейĕ 22 çула çеç тăсăлнă. 1985 çулта Толя тете вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Пилĕк ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине пĕчченех кăларнă Улька аппа. Йывăр пулнă – шăла çыртнă, тÿснĕ! Ача амăшĕн ывăл-хĕрĕпе чăннипех те савăнмалăх пур. Виççĕшĕ Шупашкарта йăва çавăрнă. Эдуард электрикра тăрăшать. Лариса – аслă пĕлÿллĕ воспитатель, ача сачĕн ертÿçин çумĕ. Надежда, ЧПУн экономика факультетне пĕтернĕскер, бухгалтерта ĕçлет. Юрий – тĕпкĕч, Мускавра вахта мелĕпе строительство организацийĕнче вăй хурать. Ачисем тăван киле час-часах пуçтарăнаççĕ, юратнă амăшне хуçалăхри ĕçсенче пулăшаççĕ. Тăватă мăнукĕ вара асламăшĕпе кукамăшне телей кÿрет.

Питĕ шел, аслă ывăлĕ Федор, пулăçă тивĕçĕпе экватор патне те çитнĕ-скер, нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ун çутă сăнарĕ çывăх çыннисен асĕнчен тухмасть.

Çапла, ыррипе усалли, савăнăçлипе хурлăхли юнашарах.

Пурнăç сулнăкĕсем хăратайман Ольга Самуиловнăна. Темле йывăрлăхра та çирĕплĕхе, чун-чĕре ăшшине упраса хăварнах вăл. Ачисем, мăнукĕсем валли. Тăван-пĕтен, ял-йыш валли. Чăн-чăн çын çеç çапла тума пултарать!

70 çулхи юбиляра саламланă май çапла сунас килет: «Малашнехи кун-çулу такăр, çутă, тулли телейлĕ пултăр!»

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика