Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртăмĕ

09 февраля 2013 г.

ЧУН туртнă ĕçре вăй хурасси – чăннипех телей. Ху мĕн пĕлнине, хăвăнтан мĕн килнине веçех ун çине сапалан тăк, юратнă ĕç "çимĕçне" паратех. Çитĕнĕвĕ те, чун çĕкленĕвĕ те пулатех.

Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекен Ю.А. Воробьева шăпах ĕçре телей тупнисен йышĕнче. 1976 çултанпа тăрăшать вăл çакăнта.

...Юлия Иванова Шупашкар районĕнчи кĕçĕн Турхантан. Нумай ачаллă çемьере çуралнăскер, ĕçе те, туслăх хакне те пĕчĕкрен хăнăхса-ăнланса ÿснĕ. Колхозра вăй хуракан амăшне Агафия Осиповнăна пулăшма çÿресе çĕре юратма хăнăхнă. Учительте ĕçлекен ашшĕне Александр Ивановича ĕмĕтри сăнар вырăнне хурса вĕрентекен пулма тĕллев тытнă. Вăтам шкул хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППИн биологипе хими факультетне вĕренме кĕнĕ.

37 çул ун педагогика стажĕ. Çак тапхăрта çĕршер-пиншер шăпăрлана пĕлÿ тĕнчинчи нумай çĕнĕлĕхпе паллаштарнă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Хăй çулĕпе кайнисем те сахал мар.

Юлия Александровна уроксене методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелесе ирттерет. Çĕнĕ технологисемпе туллин усă курать. Районти биологсемпе химиксен методика пĕрлешĕвĕн ĕçĕсене хастар хутшăнать. Пĕр улшăнми, шкулти сăнав участокĕн ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пырать. Анат Чаткас шкулĕн çĕрĕ яланах тулăх пахча çимĕçпе савăнтарать. Çу-кĕр вăхăтĕнче пĕлÿ çурчĕ тĕрлĕ чечексен ăшне "путать". Ахальтен мар, Ю.А. Воробьева ертсе пыракан участок çулсерен малтисен йышĕнче.

Класс ертÿçин тивĕçĕсене те пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Ашшĕ-амăшĕ ун ĕçĕпе кăмăллă. Тивĕçлĕ канура пулин те, вĕрентекен ĕçне пăрахаймасть.

Ĕçне кура хисепĕ. Юлия Воробьевăна район тата республика шайĕнче Грамотăсемпе чысланă. Вăл – Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ.

Юлия Александровна мăшăрĕ те ĕçчен те пултаруллă. Николай Андреевич ĕмĕр тăршшĕпех "Восход" колхозра агрономра тимленĕ. Халĕ сахал яваплă "Колос" агрофирма обществăн тĕп агрономĕ. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ.

Воробьевсен ачи-пăчи те хастар. Икĕ хĕрĕ те вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтерчĕç. Ольга ЧПУн географи факультетĕнче ăс пухрĕ. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача ÿстерет. Сергей шалти ĕçсен тытăмĕнче тăрăшать. Ун çемйинче пĕр ача. Марина ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ хыççăн экономистра ĕçлет.

Пурте Шупашкарта тĕпленнĕ. Çапла, чун туртнă ĕç туртăмĕ чăваш хĕрне ят-сум, ĕмĕр ĕмĕрлемелĕх чăн-чăн мăшăр тупса ырă "вăрлăх" хăвармалăх телей кÿчĕ.

Февралĕн 8-мĕшĕнче Ю.А. Воробьева 60 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна çывăх çыннисем, тăванĕсем ăшшăн саламларĕç. Эпир те, унăн вĕренекенĕсем, Юлия Александровнăна чаплă юбилей ячĕпе ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика