Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш пики итали чĕлхи вĕренет

06 февраля 2013 г.

Ăна курсанах чунра ăшă-ăшă пулса кайрĕ, çак хĕрте куçа курăнман темĕнле вăрттăнлăх пытаннăн туйăнчĕ. Çутă сăнлă, мал ĕмĕтлĕ хĕре сăнанă май унăн сăпайлăхĕнчен, çепĕçлĕхĕнчен, чăвашлăхĕнчен тĕлĕнтĕм. Çакнашкал чипер хĕрсем хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕшĕн хĕпĕртерĕм. Кама сăнарлатăп, кам çинчен сăмах пуçларăм-ха; Веçех çакă Анат Чаткасра çуралса ÿснĕ Кристина Бакина çинчен.

Кристина Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 4 курс студенчĕ. Вăл музыка уйрăмĕнче ăс пухать. Ачаранпах юрлама юратакан хĕр хăйĕн пурнăçне юрă-кĕвĕсĕр курма та пултараймасть. Тепĕр сăлтавĕ вара – ашшĕ Юрий Иванович. Ашшĕ купăс-баян каланине курса çитĕннĕрен ун пек пуласшăн çуннă. 7 класс пĕтерсен Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ гимназие музыка класне вĕренме кĕнĕ, малалла вара нимĕн шутласа тăмасăр аслă шкул алăкне яриех уçса янă. Унтанпа виçĕ çул çурă хыçа юлнă та ĕнтĕ.

– Вĕренме питĕ килĕшет, – чунне уçать Кристина. – Хамăн ачалăхри ĕмĕте пурнăçа кĕртме пултарнăшăн савăнатăп. Хама урăх профессире курма та пултараймастăп. Алла диплом илсен шкула ачасене вĕрентме çул тытăп. Вĕренÿ практикинче пулнă чухне (ăна хĕр Шупашкарти шкулта тухнă. – Авт.) хам мĕн пĕлнине вĕренекенсем патне çитерме пултарнишĕн хĕпĕртенĕччĕ. Куç умне хам шкулта вĕреннĕ чухнехи ÿкерчĕксем тухса тăратчĕç. Паллах, пĕрремĕш хут урок ирттерме шиклĕрехчĕ. Каярах хăнăхса пытăм. Кĕçех тепĕр практикăна каймалла пулать. Хальхинче малтанхи çитменлĕхсем хыçа юласса шанатăп.

Кристина педагогика университечĕсĕр пуçне урăх çĕре те кайма пултарнă. Анчах ачасене вĕрентес тени, вĕрентекен пулас кăмăл çултан-çул çирĕпленсе пыни çакăнтах илсе килнĕ. Хĕрĕн амăшĕ – Елена Петровна – вĕрентекен пулни те çак çулах суйлама хистенĕ. Апла пулсан Бакинсен вĕрентекен династийĕ малаллах тăсăлать.

Хăйĕн пултарулăхне хĕр ялти шкулта вĕреннĕ чухнех сцена çинче кăтартма пуçланă. Вăл концертсенче юрланă, тĕрлĕ конкурссене хутшăннă, куракансен чĕрисене тыткăнланă. Халĕ вара Кристина юрлама кăна мар, музыка инструменчĕсемпе те калама пултарать. Вăл çăмăллăнах фортепианăпа тата баянпа вылять.

– Манăн пурнăçра интереслĕ самант нумай пулнă, – сăмахне пуçларĕ хĕр унран асра юлнă пĕр саманта аса илме ыйтсан. – Уйрăммăн пĕрин çинче те чарăнас килмест. Шкул вăхăтĕнчи концертсемпе конкурссем те, гимназире вĕреннĕ тапхăр та, университетри пурнăç та яланлăхах асра юлĕç. Юлташсемпе туслăха татманни, атте-аннене хисеплени, çуралнă кĕтесе манманни – çакă вăл маншăн чи паллă та асра юлнă самант пулса тăрать.

Музыкăна алла илнипе кăна лăпланмасть Кристина. Вăл çакăнтах иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет, итали чĕлхине "шĕкĕлчет". Ку ахальтен мар пулĕ. Çак утăма тума ăна, тен, Италире музыкăра палăрнă аслă çынсем пурри хистенĕ: Пуччини, Вивальди, Паганини, Верди;.. Çакăн пирки хĕр шарламарĕ, хурав вырăнне хирĕç йăл кулă çеç парнелерĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика