Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл пĕлĕте çĕрпе çывăхлатнă

10 сентября 2014 г.

А.Г.Николаев космонавт-летчикăн Шуршăлти мемориал комплексĕнче мухтавлă Андриянăмăрăн çуралнă кунĕ яланах хĕвеллĕ, çутă килнине пурте асăрханă-тăр. Урăхла пулма та пултараймасть пек, ентешĕмĕр хăй те питĕ уçă, ăш-пиллĕ чунлă-кăмăллăччĕ. Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕн 85 çулхи юбилейне сумлă палăртма çав кун ăçтан кăна килсе çитмерĕç-ши çĕр-шывĕпех палăрнă чăваш ялне: Мускавран - тĕнче уçлăхĕн паттăрĕсем, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсем Петр Климук генерал-полковник, Алексей Леонов генерал-майор, Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Соловьев, Раççей Геройĕ-сем Олег Новицкий, Юрий Батурин, "Восток" космос карапĕн никĕслевçи, космос карапĕсене вĕçеве хатĕрлекен ăслăлăхпа техника центрĕн ертỹçи Виктор Благов, "Новости космонавтики" журнал редакторĕ Игорь Маринин, тĕп хуламăрти чăвашсен наци культурин автономийĕн вице-президенчĕ Анатолий Григорьев тата Андриян Григорьевичпа Валентина Владимировна хĕрĕ Елена Андрияновна Терешкова мăшăрĕпе, ывăлĕпе, тăванĕсемпе. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен делегацисен йышĕнче вун-вун хăна пулчĕ. Вĕсен йышĕнче хамăр республика ертỹлĕхĕ, тĕрлĕ шайри депутатсем, шкулта вĕренекенсем, çамрăк космонавтсен отрячĕсен хастарĕсем... Савăнăçлă митингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те ачаранах Андриян Григорьевичран тĕслĕх илнине, унпа мăнаçланнине палăртрĕ, унăн сăнарĕ, ячĕ яланах халăх асĕнче упраннине çирĕплетрĕ. Михаил Васильевич пурне те мухтавлă ентешĕмĕр пек пулма, унран тĕслĕх илме, тăван рес публикăмăршăн тăрăшса ĕçлеме-пурăнма ырă сунчĕ. Елена Андрияновна калани те пил евĕр илтĕнчĕ: "Атте хăйĕн тăван кĕтесне питĕ юрататчĕ, уншăн çав тери тунсăхлатчĕ, тăван чĕлхене питĕ хисеплетчĕ. Чĕлхене юратăр, хисеплĕр. Вăл пурнăç тымарĕ. Çуралнă кĕтесе яланах асра тытăр, унăн хăвачĕшĕн тăрăшăр. Тĕнчери чи хаклă çынсене эпĕ те атте чĕлхипе хисеплеме пĕлетĕп, вĕсем - аттепе анне! Шупашкарта тата Шуршăлта, аттене çуратса ỹстернĕ çĕр çинче татах пулма тỹр килнишĕн эпĕ питĕ хĕпĕртетĕп. Ырă туйăмлă çынсен ытамне лекме, хаваслă сăнĕсене курма çав тери кăмăллă. Тĕлĕнмелле ырă туйăмсем çупăрлаççĕ мана, ăна палăртма сăмахăм çитмест. Пурне те ыррине кăна сунатăп..." Олег Новицкий, Алексей Леонов, Петр Климук космос паттăрĕсем, Ю.Гагарин ячĕллĕ космонавтсене хатĕрлекен центрăн ертỹçин пулăшуçи Виктор Плакида хăйсен ĕçтешĕ тата пирĕн ентешĕмĕр, çавăнпа пĕрлех чăваш халăхĕ пирки нумай ăшă сăмах каларĕç. "Кăмăлне, тараватлăхне, тĕплĕлĕхне, ĕçченлĕхне уйрăммăн палăртмасăр хăварсан пире намăс та, - терĕç вĕсем пĕр шухăшлăн. Çакăн пек халăх кăна çакăн пек паттăр ывăл çуратма пултарнă..." А.Николаевпа В.Терешковăн хĕрĕпе кĕрỹшĕ тата мăнукĕ Андрей, вĕсемпе пĕрле килнĕ хăнасем чăваш халăхĕ хăйсене мĕнле хисеплесе юратнине кашни утăмра туйса тăчĕç. Таса Адрианпа Наталья часавайне кĕрсе ашшĕн вил тăпри çине чечек кăшăлĕсем хучĕç, унăн ячĕпе çурта çутрĕç. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн çуралнă кунне халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма теат рĕнче уяв иртрĕ. Савăнăçлă каçа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Рес- публикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, А.Г.Николаевăн хĕрĕ Елена хăйĕн çемйипе, çавăн пекех Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсем, летчик-космонавтсем хутшăнчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика