Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тапса тăракан çăл куç типмест

23 августа 2014 г.

"Исток" - районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Мĕнле пурăнать-ха вăл паян, еплерех сывлать? Шăпах çак ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе унта çитсе курма шутларăмăр. Çула тухни вара ахаль пулмарĕ. Хуçалăх ертỹçи Ю.Старшов пире хаваспах кĕтсе илчĕ, калаçма та вăхăт тупрĕ. Вăхăчĕ хĕрỹ те канăçсăр пулнине пăхмасăрах. Ял хуçалăх ĕçченĕн ĕçĕ çĕрпе тачă çыхăннă: шăпах вăл пире тăрантарать, ыранхи куна шанма май парать. Сăмах май, Юрий Артемьевич чылай çул "Правда" колхозра тĕп зоотехникра тăрăшнă, каярахпа ăна председатель пулса ертсе пынă. - Хирте çу каçах канăçа пĕлмерĕмĕр, - тет вăл. - Мĕн акса хăварнине ăнăçлă пăхса ỹстерес тесе вăй хутăмăр. Çакăншăн механизаторсене пурне те тав тăвас килет. Çур акинче хуçалăхра хамăр та пулнăччĕ, каярахпа калчасене сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе чир-чĕртен хỹтĕлес ĕçсем мĕнле пынипе те паллашнăччĕ. Халĕ, акă, тыр-пула пухса кĕртес ĕç пырать. Хуçалăх ертỹçи палăртнă тăрăх, минераллă удобренисемпе усă курса, агротехникăна çирĕп пăхăнса акса хăварнă хирсем, вăхăтра çумăрсем çунă пулсан, самаях пысăк тухăç памаллаччĕ. Çанталăкпа çапăçаятăн-и вара - мĕн панипех çырлахма тивет. "Истокра" кĕр тыррисене пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Вĕсен тухăçĕ гектар пуçне вăтамран 22-шер центнер. Çуртрисен пуссисенче ĕçлекен комбайнсен те бункер хыççăн бункер тулать. - Тыр-пулăн пĕтĕмĕшле тухăçне, чĕпсене шутланă пек, кĕркунне пĕтĕмлететпĕр, - терĕ Юрий Артемьевич. Вырма - пĕччен тумалли ĕç мар. Унăн ăнăçлăхĕ комбайнерсенчен нумай килет. Камсем вăй хураççĕ-ха паян хирте? Ирфан Усманов, Владимир Иванов, Владимир Акимов чи маттуррисем иккен. Хиртен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте Николай Павлов, кĕлете тырă кĕртнĕ çĕрте Александр Мердеев тăрăшуллă. Йĕтем çинче те хĕрỹ ĕç вĕрет: çĕнĕ тухăçа çийĕнчех тасатса тирпейлемелле, вăрлăх хывса хăвармалла - çитес çул такам умĕнче çĕлĕк хывса пуç çапма ан лектĕр. Выльăх-чĕрлĕх те тутă пултăрччĕ, çынсен сĕтелĕ çинчен çăкăр ан татăлтăрччĕ. Тỹпере текех тăри сасси илтĕнмен, тыр-пул хушшинче тахçанах путене сасси шăпланнă хирсем куç умĕнчех пушанса пыраççĕ. Хуçалăхăн экономикине тĕреклетмелли тепĕр çăл куç - выльăх- чĕрлĕх отраслĕ. "Истокра" вăл та начар мар аталаннине палăртмалла. Таварлă сĕт-çу ферминех илер-ха акă. Кунта паянхи кун сăвăнакан 240 ĕне шутланать. Ферма ĕçченĕсем те хастар. Чи маттуррисем - Елена Львовапа Надежда Герасимова дояркăсем, Виктор Филипповпа Владимир Еремеев скотниксем. Хуçалăхра шултра мăйракаллă выльăх та сахал мар. Паянхи куна вĕсем 600 пуçа яхăн. Ĕлĕкрех Кивĕ Шăмăршăра пĕр вите юхăнса ларнă пулнă. Мĕншĕн юсаса çĕнетес мар-ха ăна? Çак шухăшпа ĕçе пуçăннă хуçалăхра, ăна реконструкцилесе унта сурăхсем усрама тытăннă. Куйбышевский ăратлăскерсем халĕ 500 пуçа яхăн. Йышлă выльăха усрама апат та сахал мар кирлĕ. Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксем - 540 гектар, пĕр çул ỹсекеннисем 180 гектар пулнă. Вĕсене çулса илсе паянхи кун тĕлне 400 тонна утă, 2000 тонна сенаж хатĕрленĕ. Силос траншейине те тасатса тирпейленĕ, вăл та пушă пулмĕ. Тĕрĕссипе, хуçалăхра пĕлтĕрхинчен юлнă апат саппасĕ те пур-ха. Паянхи пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ĕç - çĕр хатĕрлесе кĕр тыррисене вăхăтра акса хăварасси. Вĕсем 400 гектартан кая мар пулмалла. Çĕре хатĕрлеме пуçланă. Паянхи куна 200 гектара яхăн темелле. Çак кунсенче акма тухасшăн. Анчах кунта та хуçалăх ертỹçине пăшăрхантараканни çук мар. - Акма акса хăварăпăр та-ха... Çанталăк кун пекех типĕ тăрсан калчасем кирлĕ пек вăй илсе юлайĕç-ши? - тет вăл. "Истокра" вара яланах ыррине, ла- йăххине шанма хăнăхнă: çăл куç, вирлĕн тапса тăнă чух, нихăçан та типес çук.

А.ЛАРШНИКОВА. В.МИХАЙЛОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика