Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура çăкăр çиекен хур курман

20 августа 2014 г.

Кăçалхи июль уйăхĕн вĕçĕнче Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хирĕсенче пулнăччĕ. Мана уйрăмах кĕрхи тулă килĕшрĕ. Шăрăх та типĕ çанталăк тăнине пăхмасăр, туни çỹллĕ, пучахĕсем шултăра. -"Московская-39", элита сорт, - терĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин. - 55 гектар кунта, тухăç пысăк пуласса шанатпăр. Тулă хирĕ пушансан фермертан тухăç пирки ыйтрăм та, гектартан 25,5 центнер тухни çинчен пĕлтерчĕ вăл. - Кăçал кĕрхи тулă лаптăкне икĕ хут ỹстеретĕп, - çĕкленỹллĕ кăмăлпа калаçрĕ Олег Анатольевич. - Вăрлăх пĕрремĕш репродукциллĕ, сутмалăх та пур. Фермер тулла иртнĕ кĕркунне хура пусă хыççăн, лайăх кăпкалатса хатĕрленĕ çĕр çине акнă. Минерал удобренийĕпе усă курнă. Çуркунне те "çĕр çăкăрĕпе" апатлантарнă. Çавăнпах тухăç та аван. Шел те, шăрăх çанталăк кĕр тыррисене ỹсме нумай чăрмантарчĕ. Районĕпе 1880 гектарччĕ вĕсем, кĕркунне юр айне лайăх кĕрсе юлчĕç. Çуркунне те ем-ешĕлччĕ калча, минерал удобренийĕ сапни те малтанласа ỹсме вăй пачĕ. Анчах икĕ уйăх ытла нỹрĕк курман тырă çỹллĕ çĕкленеймерĕ, пучахĕсем те вĕтĕ. Хуçалăхсем кĕтнĕ тухăçăн çуррине çеçпухса илме пултарчĕç. - Пирĕн чи пысăк çитменлĕх - технологие çирĕп пăхăнманни, - тет район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин. - Кĕр тыррисене çу хута кантарнă çĕр çине - хура пусă хыççăн акмалла. Çавăн пекех кивелсе çитнĕ нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене пăсса кĕр тыррисем аксан та тухăç аван пулмалла. Ун пек лаптăксем çук пулсан - урпа хыççăн акма сĕнетĕп. Вадим Петрович акана кăçалхи тухăç вăрлăхĕпе ирттернине те сивлет, куçăмлă фонд йĕркелеме ыйтать. Шел те, хуçалăхсен ертỹçисем халĕ "хамăр та ăслă" шухăшпа пурăнни сисĕнет. Хура пусă хăварсан та, çу каçиччен унта çум курăк ỹсет, вăрлăхĕ вун-вун гектар çине саланать. Сухаласа-хуратса тăма пирĕн шавах солярка çук е вăхăт çитмест. Кăçал кĕр тыррисене 3200 гектартан кая мар акса хăварма палăртнă. Хальлĕхе 2900 гектар çĕр хатĕр-ленĕ. Вăхăт васкатать: пирĕн тăрăхра ыраша сентябрĕн 5-мĕшĕччен, кĕрхи тулла çав уйăхĕн 20-мĕшĕччен акса хăвармалла. Ыраш юр айне кĕриччен лайăх тĕмленсе юлмасан сивĕпе пĕтесси паллах. Удобренисĕр аксан та калчасем лайăх çитĕнеймĕç. Имçамласа акасси пирки те манма юрамасть. - Хуть те мĕн каласан та, хуçалăхсемшĕн кĕр тыррисем акса туни тупăшлăрах, - палăртать Вадим Севрюгин. - Çулпа çул пĕр килмест, лайăххине шанса пурăнмалла. Гектартан 25-30 центнер тухăç илнине никам та манман пулĕ-ха? "Хура çăкăр çиекен хур курман" тесе ваттисем ахаль каламан. Ырашпа кĕрхи тулă акса тăвакан фермерсем те хур курмĕç. Элита вăрлăх туянакансене эпĕ ыталаса чуп тума хатĕр. Вĕсем - чăн-чăн хресченсем! 

И.САЛАНДАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика