23 июля 2014 г.
"ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ" хаçатпа эпĕ ĕмĕрĕм тăрăшшĕпех туслă, район хыпарĕсене те ун урлă пĕлсе тăратăп. Хаçатра çемье, воспитани, мораль темисене çĕкленине эпĕ чунтан ырлатăп. Çавăн пек статьясене ял çыннисем те килĕштереççĕ. Почта "пулăшнипе" район хаçачĕн çырăнмалли хакĕ ỹсрĕ пулин те, пирĕн ял çыннисем "Шăмăршă хыпарĕнчен" писмерĕç. Журналистсене манăн йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунас килет. Манăн сĕнỹ те пур: хаçатра "Ырă çынсем çинчен рубрика уçма май çук-ши? Ырă ĕç тăвакан çынсене ытларах мухтасчĕ, ыттисем вĕсенчен тĕслĕх илччĕр. Акă эпĕ йывăр чирлесе ỹкнипе нумаях пулмасть районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче сиплентĕм. Кунта ĕçлекен хастар коллектив мана чунтан тăрăшса сипленипе вилĕмрен çăлăнса юлтăм. Шурă халатлисем чирлисемпе яланах ăшшăн калаçатчĕç, эмелпе çеç мар, сăмахпа та сывалма пулăшрĕç. Ырă çынсене чун-чĕререн тав тунă май, çапла калас килет: пурнăçăрта хуйхă-суйхă мĕнне ан пĕлĕр, яланах ăшă кулăпа, савăк кăмăлпа ĕçе васкăр.
П.Чумуркин, ĕç ветеранĕ, нумай çул хушши "Восход" колхозра инженер-механикра ĕçленĕскер. Тури Чаткас ялĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"