19 июля 2014 г.
Шăмăршăра нумай функциллĕ центр (МФЦ) уçăлнăранпа шăпах çулталăк çитрĕ. Çак тапхăрта пирĕн центра пулăшу ыйтма 1000 ытла çын пычĕ, 169 гражданин консультаци илчĕ. Пулăшу ыйтнисенчен 238-ĕшĕ - федераци, 118-ĕшĕ - республика, 644-ĕшĕ муниципалитет çăмăллăхĕ илес тĕллевпе килнĕ. Мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ-ха районти граждансене? Вĕсенчен чи паллăраххисем çаксем: куçман пурлăхпа усă курмалли правăна патшалăх регистрацийĕ тăвасси; куçман пурлăха патшалăх кадастрĕн учечĕ тăвасси; Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне улăштарма документсем тăратасси; ачана уйăхсерен тỹлесе тăракан пособи илме документсем тăратасси; граждансем пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă çăмăллăхсемпе усă курнăшăн документсем тăратасси; строительство ĕçĕсем тума ирĕк илмешкĕн документсем тăратасси; çурт-йĕр лартма çĕр участокĕ илме документсем хатĕрлесси; район архивĕнчен копи е çырса илни илме справка тата ытти те. Çавăн пекех районти 6 тĕслĕх библиотекинче те МФЦ йышăну чỹречисем ĕçлеççĕ, вĕсем патне 59 муниципалитет çăмăллăхĕ илмешкĕн пыма пулать (Пăчăрлă Пашьел, Васан, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Палтиел тата Анат Чаткас ялĕсенче). Аса илтеретпĕр: районти МФЦ район администрацийĕн çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Тел.: (83546) 2-31-96.
Л.УГАРИНА, "Шăмăршă районĕнчи МФЦ" АУ директорĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"