Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай шăрăх, ай шăрăх…

12 июля 2014 г.

Шăрăх çанталăк çын сывлăхне япăх витĕм кỹрет: ытлашши тарланипе организмăн шыв тата тăвар шайлашăвĕ пăсăлать. Çавна май мышца клеткисем патне тутлăхлă япаласем кирлĕ чухлĕ пымаççĕ, вăй хурас пултарулăх чакать, чĕрепе юн тымарĕсен ĕçĕ пăсăлать. Ăшă е хĕвел аптăратни те сиенлĕ: кун пек чухне вĕрилентерет, чĕре таппи вăйланать, пуç çаврăнать, лĕклентерет. Витĕмĕ вăйлă тăк тăн çухатма пулать тата шăнăр туртса лартать. Ытлашши тарлатăр тăк сирĕншĕн таса шыв усăллăрах. Унсăр пуçне, ăна хĕвел вăйлă хĕртнĕ вăхăтра мар, каçхине е ирхине ĕçмелле - çак тапхăрта организм тĕртĕмсенче ăна саппаслăх тытса хăварма пултарать. Шăрăхра шыв сахалрах ĕçме тăрăшмалла, мороженăй е сĕтеклĕ пахча çимĕç -  помидор, арпус, хăяр - шăпах вырăнлă. Ахаль шыв вырăнне минералсемпе - калипе, кальципе, магнипе - пуянлатнине ĕçни вырăнлăрах, мĕншĕн тесен асăннă тăварсем организма питĕ кирлĕ, çавăнпа вĕсене çухатасран асăрханмалла тата пуянлатсах тăмалла. Газ хушнă шыв ĕçмепе, кока-кола, спрайт, лимонад йышшисемпе, иртĕхме сĕнмеççĕ - ăш хыпнине вĕсем ирттермеççĕ, пỹрене, пĕвере вара йывăрлăх кỹреççĕ. Шăрăхра пỹрене тивекен тиев татах пысăкланать. Органсен функцине çăмăллатмашкăн çывăрас умĕн йывăр апат çиме хушмаççĕ, мĕншĕн тесен ăна ирĕлтернĕ чухне ỹт-пỹ температури хăпарать тата тарлатарать. Вĕри çанталăка хăнăхма тата организма пулăшма тăкăслă тутăллă çимĕç -  банан, симĕс тата шурă тĕслĕ пахча çимĕçпе улма-çырла - кирлĕ. Ытлашши çиме те юрамасть, кунне 5 хут пĕчĕккĕн апатланмалла. Сĕтел хушшинчен тухнă-тухман ĕçме хушмаççĕ. 30 минут иртсен кăна пĕчĕк сыпкăмсем тума юрать. Вĕри апата сивĕ блюдăсемпе улăштармалла. Сăмахран, окрошка е пахча çимĕçрен хатĕрленĕ яшка. Вĕри те пăчă çанталăкра пирĕнтен кашниех пĕве, кỹлĕ е юхан шыв хĕрринче çăлăнăç шырать. Асра тытăр, кун пек чухне сивĕ шыва тỹрех чăмма юрамасть: ỹт-пỹ температури самантрах чакнипе чĕре тымарĕсем пĕрĕнсе ларма пултараççĕ. Бассейна е пĕвене сикес умĕн сулхăнра канса илмелле. Çавăн пекех ытлашши сивĕ душ айĕнче тăни те ырă тумасть. Лĕп шывпа çăвăннă хыççăн сывлăш температури чакнăн туйăнать. Çанталăк ытлашши вĕри тăнă вăхăтра хĕвел хăвачĕ те вăйланать - апла тăк хĕртĕннĕ чухне асăрхануллă пулмалла: 12-16 сехетсенче пиçĕхме юрамасть. Ультрафиолет пайăркасен шайĕ ỹснине шута илсе ỹте хĕвелтен хỹтĕлекен крем сĕрмелле, ятарлă куçлăх тăхăнмалла. Минерал шывĕ тултарнă савăта хăвăрпа пĕрле илсе çỹрĕр. Май пур тăк çарран утма тăрăшăр, юн çаврăнăшĕ лайăхланать тата пĕтĕмĕшле тонус çĕкленет. Ура лаппинче шалти органсен ĕçне витĕм кỹрекен пуçаруллă пăнчă нумай. Шăрăхра спорт тата физкультура занятийĕсенче вăй пĕтиччен пиçĕхме сĕнмеççĕ. Синтетикăран хатĕрленĕ тата çăт тытакан тума пир-авăртан е йĕтĕнрен çĕленипе улăштармалла: вăл нỹрĕке тытса тăмасть. Вĕри çанталăк - пирусран тата эрех-сăраран писмешкĕн меллĕ самант. Хаяр шĕвеке ăша яни организмшăн сиенлĕ, табак мăкăрлантарни туртаканăн сывлăхне хавшатать, тĕтĕм-сĕрĕмĕ ыттисене нушалантарать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика