Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕпе паян та çамрăк

19 января 2013 г.

Иртнĕ кунсене шутлама хушмаççĕ пулсан та пурăнса ирттернĕ çулсене тишкерни темех мар пулĕ. Ачалăх, çамрăклăх тапхăрĕ çурхи шыв пек васкаса, кĕрлесе иртсе каять, чунра ырă аса илÿсем çуратать. Туй, ачасем çурални, çемьеллĕ пурнăç, кулленхи ĕç... Пурнăç кустăрми çаврăннă май кун-çул шав малалла шăвать. Сисĕнмесĕрех ватлăх кунĕ те алăкран шаккать.

Анат Чаткасра пурăнакан Петр Чумуркинăн та аса илмелли тем чухлех. Вăл пĕчĕкрен техникăна юратнă. Маттур та правур ача велосипед туянас ĕмĕтпе çунатланса пурăннă. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ултă класс пĕтерсен Валерий шăллĕпе ял кĕтĕвне кĕтме кĕрĕшнĕ. Кĕркунне кĕтÿ кĕтнĕшĕн илнĕ тырăпа велосипед туяннă. Паллах, ун чухнехи хĕсĕк пурнăç ачасене иртĕнтермен. Çавăнпах вĕсен çумне пĕчĕкренех "куршанкă çыпăçнă". Çăкăр хакне те лайăх туйнă.

Шкул пĕтерсен Петр Федорович Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ, техник-механик специальноçне алла илнĕ. Ĕç кĕнекине тăван колхозра уçнă, трактор бригадин бригадирĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Кĕске вăхăт хушшинчех П.Чумуркина тата яваплăрах ĕç шаннă, вăл – автомеханик. 1974-2003 çулсенче "Восход" колхозра тĕп инженерта ĕçленĕ. Пĕр хушă Анат Чаткас ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче те вăй хунă. Анчах, вăл чунĕпе техника енне туртăнаканскер, колхозах таврăннă.

Петр Федорович тĕп инженерта тăрăшнă тапхăрта колхозăн техника паркĕ районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулнă. Ял хуçалăх машинисене хĕл валли упрама лартассишĕн, çур акине вырма тĕлне тĕплĕн юсаса хатĕрлессишĕн хуçалăхра пĕтĕм вăя хурса тăрăшнă. Çавăнпах ĕнтĕ "Восход" колхоз кашни çулах тенĕ пек техникăна упрас енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра çĕнтерÿçĕсен шутĕнче пулнă.

Тăрăшуллă ĕçе асăрхамасăр иртмен, Петр Чумуркина виçĕ хутчен Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Район тата республика Грамотисемпе Дипломĕсен шучĕ те çук. Районти Хисеп хăми çине те вырнаçтарнă пулнă унăн сăн ÿкерчĕкне.

Ялта ятлă-сумлă Чумуркинсем. Петр Федоровичпа Нина Никандровна икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тĕпренчĕкĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те пултаруллă, ырă кăмăллă та сăпай.

Хăйĕн пурнăçне хĕрÿ ĕçре ирттернĕ П.Чумуркин çак кунсенче хăйĕн 65 çулне паллă тăвать. Çуралнă кунĕпе ăна ачисемпе тăванĕсем чун-чĕререн саламласа тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика