Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Справка кирлĕ пулсан…

09 апреля 2014 г.

Раççей Федерацийĕн 2010 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнчи 210-мĕш номерлĕ "Патшалăх тата муниципаллă пулăшусем парассине йĕркелесси çинчен" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин подразделенийĕсенче патшалăх пулăшăвĕсене çăмăллатнă майпа илессине йĕркеленĕ. Çак пулăшусен шутне гражданинăн суд айăплавĕ пуррине е çуккине кăтартакан справка парасси, автотранспорт хатĕрĕсене регистрацилесси, водитель пулма шутлакан кандидатсен квалификаци экзаменĕсене йышăннине тата удостоверени панине, мĕнле-тĕр пулăм пулса иртнине регистрацилесси, уйрăм çыннăн хурал бизнесĕн тата граждăнла хĕç-пăшал çаврăнăшĕн сферисенчи патшалăх пулăшăвĕсене шута илесси кĕреççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсене илме хальхи вăхăтра гражданинăн документсем нумаях тăратмалла мар. Вĕсен перечнĕпе Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин официаллă сайтĕнче, "Патшалăх пулăшăвĕ" пайра паллашма пулать. Кунта баннер ("Электронное МВД") та пур, вăл компьютертан уйрăлмасăр заявлени хатĕрлеме май парать. Çак сайта пĕр хутчен регистрациленнĕ хыççăн порталăн мĕн пур пулăшăвĕсене, çав шутра Шалти ĕçсен министерстви параканнине те, илме пулать. РФ Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн фойинче вырнаçтарнă информаци стендĕсенче пулăшусем пирки анлăн çырса кăтартнă. Патшалăх пулăшăвне - судпа айăпланманнине е айăпланнине çирĕплетекен справкăна граждансем чăрмавсăрах тата тỹлевсĕр илме пултараççĕ. Çавăн пекех, РФ законодательствипе килĕшỹллĕн, кирлĕ пулсан, граждансен персоналлă даннăйĕсене хатĕрленĕ чухне çỹлерех асăннă справкăпа патшалăх е муниципаллă органсене те тивĕçтереççĕ. Патшалăх пулăшăвне Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин информаци центрĕнче заявление регистрациленĕ хыççăн 30 кунтан кая юлмасăр параççĕ. Электронлă майпа заявление Интернетри патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕ урлă www.gosuslugi.ru. ямалла. Алăпа çырса хатĕрленĕ заявление вара полицин районти уйрăмĕнче йышăнатпăр. Пĕрле, паллах, паспорт та пулмалла. Çак заявление тỹрех ЧР Шалти ĕçсен министерствин Информаци центрне тăрататпăр. 

С.АГЕЕВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика