09 апреля 2014 г.
Тунти кун район администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлура тĕп ыйтусем çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси тата ялсенче тирпей-илем тăвасси пулчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.В.Алексеев каланă тăрăх, çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăнма, тĕпрен илсен, хатĕр. "Макаров", "Хлюкин" фермер хуçалăхĕсемпе "Исток" ООО пĕрчĕллĕ культурăсен пысăк репродукциллĕ вăрлăхĕсене турттараççĕ. Пур çĕрте те çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минерал удобренийĕсем хатĕрлеççĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртесси те - чи кирлĕ ĕçсенчен пĕри. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев кăçал ку ыйтупа ытти çулсемпе танлаштарсан тăрăшарах ĕçлемеллине, яваплă çынсенчен çирĕп ыйтассине палăртрĕ. Районта апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа санитарипе экологи уйăхлăхĕ пырать. Çак уйăхлăха кашни çынна хутшăнтарма тăрăшмалла. Хамăр вараланине хамăрăнах тасатмалла, малашне тирпейлĕрех пурăнма тытăнмалла. Урăхла çул çук. Шăмăршă - республикăн кăнтăр енчи "хапхи": хăнасем эпир мĕнле пурăнни тăрăх пĕтĕм республикăна хаклаççĕ. Ятăмăра ярар мар, тирпей-илемшĕн тăрăшасси район территорийĕнче пурăнакан, кунти çăмăллăхсемпе усă куракан кашни çыншăн пурнăç норми пултăр. Канашлура район пурнăçĕнчи ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"