Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Юрамасть!" - терĕç вĕренекенсем…

02 апреля 2014 г.

 "Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер" тата "Çамрăксем -  сывă пурнăç йĕркишĕн" акцисене хутшăнса, районта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Иртнĕ эрнере районти наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешекен комисси секретарĕ С.Чегаева, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен методисчĕ Л.Гордеева, Шăмăршăри тĕп больницăн ача-пăча тухтăрĕ О.Львов тата полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Н.Мазякова Анат Чаткасри тĕп шкулти 5-9 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем шкул ачисемпе сывă пурнăç йĕркин илемĕ, наркотиксемпе усă курнин, эрех-сăра ĕçнин тата пирус туртни сиенĕ çинчен калаçу ирттерчĕç. Калаçу темине слайд-презентаципе çирĕплетсе пыни те усăллă пулчĕ. "Сиенлĕ йăласемпе туслашма юрамасть!" - çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç шкулта вĕренекенсем усăллă калаçу хыççăн.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика