08 февраля 2014 г.
Хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ çынсем çинчен çырнине савăнсах вуласа тухрăм. Чăннипех те халăх чысне тивĕçлĕ çынсем вĕсем. Çамрăксен вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелле, чи хисеплисем те пулма тăрăшмалла.
Мухтава тивĕç çынсен списокĕ вĕçленмен-ха, вăл малашне те пуянланса пырĕ. Манăн Виçпÿрт Шăмăршă колхозне нумай çул ертсе пынă, фронтри тата мирлĕ ĕçри паттăрлăхĕшĕн Тăван çĕр-шывăн 7 орденне илме тивĕçнĕ Василий Платонович Кошкина, «Восход» тата «Искра» колхозсене пултаруллă ертсе пынă, республикипех мала кăларнă Михаил Николаевич Ухваркинпа Мизалтдин Галяветдинович Алеева та «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пама сĕнес килет. Ман сĕнÿ пирки район çыннисем мĕн шухăшлаççĕ-ши, çакăн çинчен «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата çырса пĕлтерсен питех те аван пулĕччĕ.
И.САЛАНДАЕВ, журналист.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"