28 января 2014 г.
Кĕркунне хĕле, хĕл çуркуннене улăштарать. Ял çыннин вара кашни тапхăрах çине тăрса хатĕрленмелле: мăн асаттесемех пире çулла çуна, хĕлле урапа хатĕрлеме хушнă.
Ял хуçалăхне илес пулсан, кăçал районта çурхи ака-суха ĕçĕсене 19637 гектар çинче туса ирттермелле. Кĕр тыррисене пĕлтĕр 2600 гектар акса хăварнăччĕ пулсан, 2014 çулта ака агрегачĕсем 8875 гектар лаптăка хыçа хăварĕç. Унта çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пулĕç.
Çур аккиччен ĕçлемелĕх пур-ха: тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче 385 тонна çунтармалли–сĕрмелли материалсем, 840 тоннăран кая мар минераллă удобренисем кÿрсе килмелле. Кондициллĕ вăрлăхсем вара 2260 тонна кирлĕ пулаççĕ. Вĕсем çителĕклĕ – палăртнинчен ытларах та хывса хăварнă. Паллах, техника та юсавлă пулмалла.
Çĕр ĕçченĕсен кăçалхи тĕллевĕсем те пĕчĕкех мар: районĕпе пурĕ 27 пин тонна тĕш-тырă, 36,5 пин çĕр улми, 3,6 пин тонна пахча çимĕç туса илме палăртнă.
В.СЕВРЮГИН.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"