20 января 2014 г.
ХАÇАТĂН малтанхи çулсенчи номерĕсене ниçта та тупма май килмерĕ. Çавна май вăл тапхăрта вĕсене кам алă пусса "çутта" кăларни, "пурнăç пани" паллă мар. Пирĕн тивĕç вара – вĕсене манăçма парас марри, халăх, вулакансен асĕнче яланлăхах хăварасси.
Хальлĕхе 17 редактор ятне шыраса тупма май килчĕ. Вĕсем: Н.Д.Косойкин (Патăрьел районĕ, Турхан ялĕ) – 1933 çулхи мартран пуçласа 1937 çулхи марта çитиччен; В.Ф.Ястребов (Елчĕк районĕ) – çав çулсенчех пĕр тапхăр вăхăтлăх редактор пулнă; Г.А.Андреев (Тăвай районĕ) – 1937 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1938 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен; И.А.Матвеев (Палтиел) – 1938 çулхи августчен; В.Д.Кузьмин (Чаткас) – 1939 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 1940 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕччен; А.Д.Обофоров – 1940 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи майăн 24-мĕшĕччен; И.Г.Григорьев – 1942 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи апрель уйăхĕччен; Н.О.Падиаров (Виçпÿрт Шăмăршă) – 1943 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 1952 çулхи сентябрьччен; А.В.Кузнецов; Ф.А.Ларионов (Васан); 1962 çулта районсем пĕрлешсе "Авангард" хаçат тухма пуçласан – Н.А.Фомин (Патăрьел); К.С.Смирнов (Шăмăршă) – 1961 çулхи августăн 30-мĕшĕнчен пуçласа 1962 çулхи апрельччен тата 1965 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 1978 çулччен; С.И.Павлов (Виçпÿрт Шăмăршă); П.И.Фомин (Шăмăршă) – 1981 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 2003 çулхи июньччен; Б.В.Мишкин (Шăмăршă) – 2003 çултан пуçласа 2007 çулхи августчен; И.М.Саландаев (Шăмăршă) – 2007 çулхи август уйхĕнчен пуçласа 2012 çулхи апрельччен; 2012 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунчченех тĕп редактор Т.Ф.Федотова.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"