21 декабря 2013 г.
Ку проекта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин халăха медицина пулăшăвĕ парассине çĕнетсе лайăхлатма панă сĕнĕвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Проекта пурнăçлас тĕллевпе кăçалхи вун пĕр уйăхра кăна 687037 пин тенкĕ укçа уйăрнă.
Çакна та каласа хăвармалла. Кăçал 9 тухтăрпа вăтам сыпăкри 26 персонал хăйсен пĕлĕвне ÿстернĕ. «Земство тухтăрĕ» федераллă программа пулăшнипе районта кадрсем çитменнине чакарма май килнĕ, 2012-2013 çулсенче виçĕ çамрăк специалиста ĕçе илнĕ.
Медицина ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлесси те тĕп тимлĕхре. Халĕ регистрта врач практикин пĕтĕмĕшле офис тухтăрĕсем – 5, медицина сестрисем – 12, участокри 1 терапевт, участокри 2 педиатрпа 1 медицина сестри, васкавлă пулăшу фельдшерĕсем – 12. Çулталăк пуçланнăранпа, сăмахран, участок службин тухтăрĕсемпе медицина сестрисене пĕтĕмпе 1 миллион та 926 пин те 975 тенкĕ тÿленĕ, укçана вăхăтра парса пынă.
2013 çулта районта 1892 çынна ВИЧран тата вируслă В, С гепатитран тĕрĕсленĕ, профилактика прививкисем тума федераци бюджечĕн шутĕнчен 150 пин те 238 тенкĕлĕх вакцина килсе çитнĕ. Вун пĕр уйăхра 163 ачана полиомелитран, 144 ачана В гепатитран профилактика прививкисем тунă, 2631 çын пĕтĕмĕшле диспансеризаци витĕр тухнă.
Паянхи кун тĕлне эмелпе тивĕçтермелли федераллă регистрта 246 çын тăрать. Çулталăк пуçланнăранпа эмелсем илме 206 çын пулăшу ыйтнă, пĕтĕмпе 3180 рецепт çырса панă, вĕсенчен 3158-ĕшне тивĕçтерме май килнĕ (1 миллион та 315 пин те 722 тенкĕлĕх). Районта федераци шайĕнче çăмăллăхпа усă куракан 4 çынна эмелсемпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Регион шайĕ-нчи çăмăллăхсемпе усă куракансене те 259 пин те 527 тенкĕлĕх 696 рецепт çырса панă, 683 çын ыйтăвне тивĕçтернĕ.
Тин çуралнă ачасен сывлăхне тĕрĕслесе тăрасси те яланах пысăк тимлĕхре. Кăçал районта 133 ача çуралнă, вĕсене йăхран куçса пыракан пилĕк тĕрлĕ чиртен 100 проценчĕпех тĕрĕсленĕ.
Кăçал 3 уйăха çитичченхи 125 ачана 3-1 тата 3-2 номерлĕ талонсемпе диспансеризациленĕ. Çавăн пекех ултă уйăха çитнĕ 124 ача диспанзеризацие вĕçленĕ.
Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ памалли чирлĕ çынсен регистрне те хатĕрленĕ, 25 çын çакнашкал пулăшу илнĕ.
Онкологи (шыçă) чирĕсем пуçланас хăрушлăх пысăк çынсене тупса палăртас тĕлĕшпе 2010 çултанпа скрининг иртет: сĕт парĕсен, ÿт-тир, пыршăлăх ракĕсене тĕпчетпĕр.
Районта çынсен туберкулезăн малтанхи тапхăрне тупса палăртассине те начар мар йĕркеленĕ. Ку тĕлĕшпе 11220 çынна тĕрĕсленĕ, чирлисене сиплеме тĕрлĕ препаратсем кÿрсе килнĕ.
Электронлă регистраци те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулталăк пуçланнăранпа унпа 13270 пациент усă курнă, 2784 çын республика клиникисенче специалистсем патне йышăнăва кĕме черете тăнă.
И.СМИРНОВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"