Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăм ĕмĕрлĕ Олимпиада Трифоновна

27 ноября 2013 г.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоровпа Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Петрова хаклă парнепе, РФ Президенчĕн саламлă открыткипе чысланă.

– Тÿсĕмлĕ пулни тата йывăрлăхсемпе кĕрешме пĕлни, хĕрÿ вăй-хăватăр 95 çул сиртен уйрăлмасть. Тата нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп, – терĕ хăйĕн саламĕ-нче В.Никифоров.

О.Воробьеван шăпи çăмăлах пулман. Нуши-тертне, савăнăç-телейне – вăхăчĕпе пурне те курма тивнĕ. Пулни-иртнине аса илетĕн те куç шывланмасăр чăтаймасть, мĕнле кăна асап курман-ши Олимпиада Трифоновна выçă вилес мар тесе. Çак хуйхă-суйхă витĕр тухма чăтăмлăх çитернĕ-çитернех вăл. Йывăрлăхпа хуйхă унăн чĕрине хаярлантарман, паянхи кун та унра юратупа ырăлăх тапать. Мĕн пĕчĕкренех вăл çак ялтах пурăнать. Вăрçă çулĕсенче тăван колхозра, фермăра вăй хунă. Пархатарлă ĕçĕшĕн О.Воробьевана медальсемпе наградăланă, «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ. Вăл ял халăхне хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕпе савăнтарать. Юбиляр çак çула еплерех çитнин вăрттăнлăхне те пытармасть.

– Хаяр шĕвексене эпĕ уявра çеç тутанкаланă, сывă пурнăç йĕркине пăхăннă, – тет Липпа аппа.

Шел пулин те, хăйĕн çемйине çавăрайман О.Воробьева. Анчах та ăна тăванĕсем пăрахмаççĕ, вăл хăйĕнпе пĕр тăванĕ патĕнче пурăнать.

Сăмах май, нумай пулмасть Ольга Георгиевна Воробьева та 65 çулхи юбилейне паллă тунă. Вăл та пархатарлă ĕçне тăван колхозран пуçланă. Пĕр улшăнми сысна ферминче вăй хунă. Ĕçченлĕхĕпе, тимлĕхĕпе яланах малтисен ретĕнче пулнă. Вăлах – КПССăн 26 съезчĕн делегатчĕ.

Сывлăх, вăрăм ĕмĕр сире Олимпиада Трифоновна тата Ольга Георгиевна!

И.ХУРАСЬКИНА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика