Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маюк аппа

30 декабря 2012 г.

ĔМĔР иртет – кун юлать. Тĕрĕс: пурăннăçемĕн хыçа юлакан çулсен хисепĕ те ÿссех пырать.

– Сакăр вун пилĕк çула çитнине ĕненес те килмест, ачам, – терĕ çак йĕркесен автор Анат Чаткасра пурăнакан Маюк аппа.

Çак ялтах çуралса ÿснĕ М.Мартынова. Пыл та çу теме çук унăн пурнăçне. Çемьери пилĕк ачаран чи асли пулнă май, пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ унăн. Çакна пулах-тăр хĕр ачан пуçламăш шкул пĕтернипех çырлахма тивнĕ. Кайран – пĕр вĕçĕм ĕç...

Колхозра вăй хума тытăннă хĕр, бригадир хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман, хăйĕн тăрăшулăхĕпе палăрса тăнă. Ашшĕпе амăшĕ – Симукпа Элекса – хĕрĕн ĕçченлĕхĕнчен савăнмаллипех савăннă.

Пурнăç самайланма тытăннă çеç – çĕр-шыв çине хура пĕлĕтсем капланса килнĕ: вăрçă пуçланнă. Çак çулсене çăмăл пулнă теме çук. Кам тÿссе, чăтса курнă – хăех лайăх пĕлет. Вĕсен шутĕнче – Маюк аппа та. Унăн ашшĕ те фронта тухса кайнă. Киле таврăнма шăпа пÿрмен ăна – салтак вăрçă хирĕнчех выртса юлнă.

Маюк аппан пулас мăшăрĕ те – Федор Владимирович – çак çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă, пограничник пулнă. Хĕр ăна кĕтсе илнĕ, вăл тăлăх пулнине пăхмасăрах унпа çемье çавăрма килĕшнĕ. 1947 çулта пулса иртнĕ çакă.

Çемье çавăрсан киле "çĕнĕ кайăк" та килет. Вунă ача çуратнă Маюк аппа. Шел, иккĕшĕн ĕмĕрĕсем кĕске пулнă. Ыттисем вара, çитĕнсе, вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Петр, сăмахран, аспирантура пĕтернĕ, тивĕçлĕ канура пулин те халĕ те Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçлет. Лида хĕрĕ те çак заводрах тĕпленнĕ.

Салтак арăмĕн виçĕ ывăлĕ тăван çĕр-шыв умĕнчи хăйсен пархатарлă тивĕçне пурнăçланă, виçĕ мăнукĕ салтак пулнă. Мăнуксем тенĕрен, вун саккăрăн вĕсем Мария Семеновнăн, вĕсен ачисем те çакăн чухлех.

– Пурнăçра хыçа юлнă çулсемшĕн ÿпкевĕм çук, – тет Маюк аппа. – Сакăр вун пиллĕке çитнине ĕненес те килмест. Чун вара пурăнасшăн-ха, ватăласшăн мар.

Кĕçĕн ывăлĕпе Толяпа тата Зоя кинĕпе пурăнать паян М.Мартынова.

Маюк аппа – ĕç ветеранĕ те. Нумай наградăсем хушшинче уншăн чи хакли "Ĕç ветеранĕ" медаль.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика