16 ноября 2013 г.
Герольд Николаевич 1954-мĕш çулта Анат Чаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ май, çак ял хĕрĕпех пĕр çемье çавăрнă. Пилĕк хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем. Тăваттăшĕ хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Кĕçĕнни Людмила – ашшĕ-амăшпе пĕрле. Вăл та паян-ыран качча каймалли хĕр.
Кил хуçи пенсире пулин те, паян кун та «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхать. Вăл самăртакан мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра 792 грамм ÿт хушма пултарнă. Кун пек цифрăсем ĕçчене хавхалантараççĕ çеç. Г. Майорова ÿсĕмсемшĕн район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. Кашни çулах иртекен Ял хуçалăх ку- нĕнче те пĕрре мар чысланă. Кăçал та, акă, Герольд Николаевич «Чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан» ята илме тивĕçлĕ пулнă.
Мăшăрĕ те тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр пăрчăкан пек лара-тăра пĕлмест, кунĕн-çĕрĕн кил хушшинче тăрмашать, выльăх-чĕрлĕх пăхать. Çуркунне çитсен, çĕр шыв-шуртан типсен, мĕн кĕркуннечченех пахчара ĕçлет. Ара, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ ял çынни, алă усса ларма пĕлмест çав. Алă ĕçне те питĕ ăста, мĕнле кăна алса-чăлха, хитре тапăчкисем çыхмасть-ши?
Выльăх-чĕрлĕх те самаях вĕсен. Пыл хурчĕсемпе те пысăк тупăш кураççĕ. Çирĕм-вăтăр вĕлле вĕсен.
Вăхăт сисĕнмесĕр ялан малалла шăвать. Çаврăнса пăхатăн та, ачалăх та, çамрăклăх та инçе-инçе юлнă, вĕсен хыççăн вăй питти вăхăт та аякка-аякка кайса пырать. Апла пулсан та пурăнса ирттернĕ кун-çулшăн пĕрре те пăшăрханмалла мар, çыннăн ĕмĕтпе, ырă шухăшпа, тĕллевпе пурăнмалла.
Л.ГОРДЕЕВА.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"