08 мая 2013 г.
АНАТ ЧАТКАС ял Совет территорийĕнче Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçине 328 çын тухса кайнă. Анчах та тăван яла каялла 130-шĕ çеç çитнĕ. Вăрçă хирĕнче 198 çын выртса юлнă. Хĕрсем – каччăсемсĕр, хĕрарăмсем – упăшкисенчен, ачисем – ашшĕсенчен тăрса юлнă. Вĕсем хăйсен ĕмĕрĕсенче мĕнле нуша кăна тÿссе ирттермен-ши; Вăрçă вăхăтĕнче ачисене пĕччен çитĕн-тернипе пĕрлех, çемьене те тытма, колхозри ĕçсене хутшăнма тивнĕ. Машина-трактор вăйĕпе мар, алăпа тырпул пухса кĕртнĕ, государствăна сутнă. Фронтри салтаксем валли апат-çимĕç, ăшă тумтир, ытти тăхăнмалли хатĕрсем ăсатнă. Майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ çитет. Ку пуриншĕн те пысăк уяв. Çак кун салтак арăмĕсем çинчен те манас марччĕ, вĕсене те тивĕçлипе чыс тăвасчĕ. Мĕншĕн тесен чаплă çĕнтерÿ тунă çĕрте салтак арăмĕсен тÿпи те пысăк.
М. АЛИУЛЛОВА,
хаçатăн обществăлла кореспонденчĕ.
(«Коммунизм çулĕ» 1990 çул,
февраль, 22)
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"