Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă сăмах – чун уççи

10 ноября 2012 г.

Ача чухне эпир кам кăна пулма ĕмĕтленместпĕр-ши: тухтăр, вĕрентекен, артист... Ĕмĕтсемпе çунатланса часрах çитĕнме васкатпăр. Пурнăçри хамăр профессие тĕрĕс суйласа илсе çĕр-шыва юрăхлă çын пуласси пирки те шутлатпăр.

Çакăн пек ĕмĕтсемпех ачалăх кунĕсемпе çулĕсене ирттернĕ Анат Чаткасра çуралнă Людмила Туктарова (халĕ Нянина). Шкулта вĕреннĕ чухне вĕрентекенсен пархатарлă та сумлă ĕçĕсене курса хăй те вĕрентекен пулма шутланă. Тĕллевне пурнăçлас тесе 1982 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухса пĕрремĕш урока Пуянкасси шкулĕн иккĕмĕш класс ачисем патне килнĕ. Çавăнтанпа пуçланнă Людмила Петровна вĕрентекенĕн кун-çулĕ. Çичĕ çул ĕçленĕ вăл çак шкулта, çав вăхăтрах куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ те илме ăнтăлнă.

Пултаруллă та пуçаруллă вĕрентекен часах пĕрле ĕçлекенсемпе те, вĕренекенсемпе те, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнă.

1989 çултанпа паянхи кунччен вара Людмила Нянина Анат Чаткасри шкулта вăй хурать. Нумай ачана вулама-çырма, задачăсем шутлама вĕрентет. Вĕрентÿ ĕçне пĕтĕм чун-чĕрипе парăннăскер шкулсăр пурăнма та пултараймасть. Ачасем – унăн пурнăçĕ.

Тăван ялти шкулта ĕçленĕ вăхăтра, пĕрле ĕçлекенсем унăн пуçарулăхĕпе пултарулăхне тĕпе хурса 2004 çулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанаççĕ. Кулленех мероприятисем, конкурссем, ăмăртусем йĕркелеме тивнĕ. Çĕнĕ программăсем шутласа тупса куракансене, жюри членĕсене те тĕлĕнтерме пултарнă вăл. Паллах, вĕренекенсен ăсталăхĕпе çаврăнăçулăхне те палăртса хăвармалла. "Вăрçă хирĕнче" пĕччен вăйлă пулаймастăн-çке.

Людмила Петровнăн ĕçне çÿлерех ларакан пуçлăхсем те асăрхамасăр юлмаççĕ. Ăна 2008 çулта шкул директорĕн тилхепине шанса параççĕ. Кустăрмара çаврăнакан пакша пекех çаврăнăçулăхпа ĕçлеме тивет унăн. Тăватă çул хушши вăл çăмăл мар лава туртать. Кăçалхи вĕренÿ çулне вара пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулса пуçланă. Ăна куçĕсене илмесĕр шăппăн ларса ачасем итлеççĕ, унăн сăмахĕсене ăша хываççĕ. Тен, вĕсем хушшинче те пулас вĕрентекенсем лараççĕ. Паллах, Людмила Нянина вĕрентнĕ ачасем хушшинче унăн йĕрĕпе кайнисем те пур. Тем каласан та, пĕрремĕш вĕрентекен нихăçан та асран тухмасть, унăн çутă сăнарĕ яланах чĕрере упранать.

Телейлĕ хĕрарăм, юратнă мăшăр та анне вăл. Пурнăçра ачасем сума суни, хисеплени уншăн чи пысăк парне. Ĕçне кура парса чысланă Хисеп грамотисен пĕлтерĕшĕ те çакна çитеймест. Ăшă сăмах Людмила Петровнăшăн – чун уççи.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика