Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха сĕт, типĕтнĕ çĕр улми

13 октября 2012 г.

ТŸРЕХ каламалла: юлашки вăхăтра районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине тимлĕх ытларах уйăрма тытăнни чăннипех савăнтарать.

– Пирĕншĕн сĕт туса илни чылай вырăнлăрах, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, ĕнер "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ май йĕркеленĕ семинар-канашлура. – Шутласа пăхсан, сĕт суса илме аш-какай туса илме каякан тăкаксенчен сахалрах укçа-тенкĕ каять.

Çак чăнлăха чаткассем районта пуринчен те малтан туйса илнĕ. Ĕлĕкрех "Восход" хуçалăх ял хуçалăх продукцийĕ туса илес тĕлĕшпе кăтартуллă хуçалăх пулнă пулсан, колхозсем саланнă хыççăн лару-тăру йывăрланни сисĕнме тытăннă. Çак ĕçе камăн та пулин пуçарса йĕркелесе ямаллах вĕт. Тупăннă ун пек çын. Хуçалăх ертÿçин лавне кÿлĕннĕ И.Павлов чи малтанах фермăсем çине тимлĕх уйăрма тытăннă.

– Кăçал 120 ĕне усрамалăх витене тĕпрен реконструкцилерĕмĕр, – тет Иван Николаевич. – Чăнах та, малтанласа 1 миллион та 685 пин тенкĕлĕх кредит илтĕмĕр. Ытти тăкаксем – хамăрăн. Пĕтĕмĕшле ĕçсем вара 2 миллион та 300 тенке ларчĕç. Çакăншăн ÿкĕнмелли çук пулĕ тетпĕр – тăкаксем таврăнмаллах.

Çĕнĕ ферма кивĕ ферма çуртĕнченех "çуралнă" темелле. Çакна, хальхилле каласан, модернизаци темелле пулĕ. Анчах халĕ ăна ĕлĕкхинчен уйăрса илеймĕн. Кунта – пĕтĕмпех çĕнĕлле, ку чухнехи технологи: дояркăсем сĕт бидонĕсене алă вĕççĕн йăтмаççĕ – продукци пăрăхсем тăрăх ятарлă резервуара пухăнать. Сĕте тасатассине, сивĕтессине пĕтĕмпех механизациленĕ. Сăмах май, ĕлĕкрех 120 ĕнене темиçе доярка, скотник пăхнă пулсан, халĕ икĕ доярка (М.Воробьева, А.Константинова) ĕлкĕреççĕ. Вĕсене улăштараканĕ – Р.Лукьянова.

Фермăри пĕтĕм ĕç процесĕмшĕн В.Воробьев яваплă.

– Фермăсене çĕнетес ĕç малалла пырать, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Никифоров. – Тепĕр çул "Шанс", "Мир" обществăсенче, А.И.Сатеев фермер хуçалăхĕнче çак ĕçе пуçăнасшăн.

Семинара пухăннă хуçалăхсен, фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял поселенийĕн пуçлăхĕсем Анат Чаткасри пахча çимĕç типĕтекен цехра та пулса курчĕç. Ку – виçĕ çемьен уйрăм предприятийĕ, анчах та вăл районшăн пысăк ĕç тăвать: кунта сменăра 1200 килограмм продукци хатĕрлеме майсем пур. Хальлĕхе кунта стандартлă мар çĕр улмине пĕр килограмне 1.30 тенкĕпе йышăнаççĕ. Хатĕр продукцие вырнаçтарма тĕрлĕ апат-çимĕç комбиначĕсемпе килĕшÿсем тунă.

– Йĕркеллĕ ĕçлесе кайсан, тăкаксем виçĕ çултан пĕтĕмпех татăлмалла, – терĕ цех ертÿçи И.Гафаров. – Малашне çĕр улми çеç мар, ытти пахча çимĕçсемпе улма-çырлана та типĕтме пуçласшăн.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика