Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ завод ĕçлеме пуçлĕ

25 августа 2012 г.

 
Присоединенное изображение
Оригинал изображения

МАЛ ĔМĔТЛĔ çын паянхи пурнăçра çухалса каймасть. Вăл мĕнле те пулин ĕç пуçарма тăрăшать. Унтан та ытларах хăй валли кăна мар, теприсем валли те ĕç вырăнĕсем туса парать. Пурте ăнланатпăр ĕнтĕ, кам та пулсан пурнăçласа парасса кĕтсе ларнипе пус çумне пус хушăнмасть. Никам та килте ларнипе алăран килсе тыттармасть. Паян ытлă-çитлĕ пурăнас тесен пилĕке авма, çичĕ хут тар тăкма тивет.

Анат Чаткас ялĕнчи ферма территорийĕнче пахча çимĕç типĕтекен завода тума пуçланăранпа кĕçех çулталăк çитет. Çак хушăра самай пысăк ĕçсем пурнăçланă. Каплах тăрăшсан кĕçех цех ĕçлеме те пуçлĕ.

Пахча çимĕç типĕтекен завода маларах вите пулнăскерте уçаççĕ. Паллах, чи малтанах юсав ĕçĕсене пуçланă. Кирлĕ-кирлĕ мара кăларса пăрахнă. Ун вырăнне витене тăватă пая пайласа пÿлнĕ. Кашни пÿлĕмĕн хăйĕн пысăкăшĕ, пĕлтерĕшĕ. Чи пысăкки – тымар пахча çимĕçе упрамалли. Унта çĕр улми, сухан, кишĕр, пан улми упранĕ. Хĕрÿ цехра вара оборудованисене вырнаçтарнă. Оборудованисене конвейер евĕр лартнă. Пахча çимĕç малтан çăвакан машина витĕр тухса тасатакан станокран иртет. Вара касакан аппарат хăйĕн ĕçне пурнăçласа касăксене балансировка витĕр кăларса типĕтекен агрегата кĕртет. Хатĕр продукцие уйрăм пÿлĕмре – хатĕр продукцисен пÿлĕмĕнче – тытĕç.

Завода ăшăпа тивĕçтерме икĕ хуран вырнаçтарнă. Апла пулсан, хĕл кунĕнчи сивĕсем ĕçлекенсене хăратаймĕç. Шывпа канализаци пăрăхĕсене те хута янă. Вĕсемсĕр ниепле те ĕçлеме май çук. Электроэнерги системи те хатĕр. Рабочисем валли уйрăм пÿлĕм те ăсталанă. Унта вĕсем салтăнса ĕç тумĕ тăхăнĕç, хăйсен япалисене тытĕç.

Паянхи кун та кунта ĕç вĕресе кăна тăрать. Юсав ĕçĕсене пурнăçлакансемпе пĕрле "И.Т. Гафаров" хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Ингель Тагирович хăй те вăй хурать. Эпир пынă чухне те вăл ыттисемпе пĕр тан ĕçлетчĕ. Çак заводашăпах И.Гафаров уçасшăн та ĕнтĕ. Паллах, ертÿçĕ пире хăш-пĕр вăрттăнлăха та уçса пама килĕшрĕ.

– Завод пĕр сменăра 800-900 килограмм типĕтнĕ хатĕр продукци туса кăларма палăртать, – пĕлтерчĕ Ингель Тагирович. – Пирĕн продукци пĕтĕм çĕр-шывах саланĕ. Хăш-пĕрисемпе килĕшÿсем те пур.

Пысăк шанчăкпа пурăнать мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ. Çаплах пулмалла та.

Заводра çынсем валли ĕç вырăнĕсем пуласси те паллă. Вĕсемсĕр ниепле те май çук. Хальлĕхе пирĕн агрегатсен çумĕнче алăсем пырса перĕнмесĕр ĕç пурнăçланмасть. Кунта та çаплах пулĕ. И.Гафаров пĕлтернĕ тăрăх 30-35 çын валли ĕç вырăнĕ пулать. Ку питĕ лайăх.

Çакнашкал завод хамăр районта уçăлнин тепĕр лайăх енĕ те пур. Ял çынни хăй туса илнĕ ытлашши пахча çимĕçе кунта леçме пултарĕ. Çĕр улмине, кишĕре, сухана ниçта вырнаçтараймасăр пăшăрханса пурăнмĕ.

Пулас заводра хатĕр продукци туса кăларма пуçличчен тумалли ĕçсем татах та пур. Халĕ урайне бетон сарса тикĕслеççĕ. Ун хыççăн завод çи виттине юсамалла. Кивелнĕ тăрă çумăр вăхăтĕнче пÿлĕмсене шыв антарать. Стенасемпе маччана сăрламалла.

Кĕске вăхăт хушшинчех çакăн чухлĕ ĕç тума пултарнă кунта. Каплах ĕçсем кал-кал пырсан, сисмĕпĕр те, хамăр районта – Анат Чаткас ял тăрăхĕнче – туса кăларакан продукцие ас тивсе курăпăр. Çаплах пултăрччĕ те.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика