Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнкеровсем – уй-хирте

11 августа 2012 г.

ХĔРŸ ĕç вăхăтĕнче хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен те пĕр канăç та çук. Ир пуçласа каçчен вĕсем уй-хирте. Вĕсем çулла пуçтармалла, хĕлле салатмалла тенине лайăх чухлаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ акнă тыр-пула çухатусăр пуçтарса кĕртме тăрăшаççĕ. Хресченшĕн кашни пĕрчĕ ылтăн пек хаклă.

Анат Чаткасри пĕр тăван Юнкеровсем çĕр ĕçне мĕн пĕчĕкрен юратса ÿснĕ. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ Андрейпа Юрий хăйсем хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытнă. Шутланă – тунă. Тăрăшнине кура ĕçсем те кал-кал кайнă.

Кăçал Юнкеровсем 16 гектар çинче урпа, 60 гектар тулă акнă, 15 гектар çĕр улми лартнă. Вырма вăхăчĕ çитиччен вĕсен калчасем парка çитĕнччĕр тесе сахал мар вăй хума тивнĕ.

Пĕр тăвансем халĕ "Нива" СК-5 комбайнпа урпа уйне тухнă. Акнă лаптăкăн çуррине вырса-çапса кĕлете кĕртнĕ те ĕнтĕ. Уй-хир "карапне" Юнкеровсем хăйсем сарă тинĕсре çÿретеççĕ. Тырра турттараканĕ Эдуард Мутов тракторист. Урпан тухăçĕ те начар мар, 1 гектартан 25 центнер тухать.

Çанталăк уяр тăрсан Юнкеровсем вырмана вăхăтлă ирттерĕç. Çаплах пултăрччĕ те.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика