Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрчăканах тейĕн çав...

21 июля 2012 г.

ĔÇЧЕН те вăр-вар çынна çапла хаклаççĕ халăхра. Ку сăмахсем Анат Чаткасри А.С. Кузьминана тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Вăтам пÿ-силлĕ, кăмăллă çак хĕрарăмра чи малтанах сăпайлăха туятăн. Антонина Сергеевна сăмаха виçсе, васкамасăр пуплет. Çынпа вăрçăнассинчен пăрăнать. Алла ĕç тытсан унăн çиелти лăпкăлăхĕ таçта кайса çухалать! Вăл тума пĕлменни çук та пулĕ.

Чĕнтĕр, алса-чăлха çыхма та маçтăр Антонина Сергеевна. Пÿртне кĕрсен чăннипех те чечек тĕнчине лекнĕ пек. Тур ум, чÿрече, алăк каррисем, вырăн таврашĕ, стена çине çакмалли кавир, сак тата урай саррисем çут çанталăк ытамĕнчи пек чуна тыткăнлаççĕ. Ахальтен мар А.С. Кузьминан тĕррисем, çыхнă япалисем районти куравсенче тăтăшах вырăн тупаççĕ.

Анат Чаткасра çуралнăскер, ачаллах йĕппе çип тытнине ас тăватăп. Амăшĕ – Райкка аппа, асламăшĕ – Элекса аппа хăнăхтарнă, паллах, ал ĕçне. Ялти вăтам шкул хыççăн Çĕрпÿ филиалĕнче çĕвĕç мотористка специальноçĕпе вĕренни те хĕрĕн ăсталăхне ÿстернĕ. "Чувашшвейбытăн" Шăмăршă филиалĕнче III разрядпа ĕçлесе пиçĕхнĕ вăл. Ялти йышăну пунктĕнче, кулленхи тавар сутакан лавккара, "Восход" колхозăн уй-хир бригадинче вăй хунă. 1994 çултанпа Антонина Сергеевна Кузьмина ялти тулли мар вăтам пĕлÿ паракан шкулта техслужащире тăрăшать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканскер, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăнса шкул тата ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлет.

... Кузьминсем кермен пек чаплă çуртра пурăнаççĕ. Хуралтăсем те çирĕп. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ: ĕне, пăру,сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал... Çемье бюджечĕн çăл куçĕ çакă.

Антонинăпа Михаил Кузьминсем – чăн-чăн çĕр ăстисем. Çĕр улмипе чĕкĕнтĕр, ытти пахча çимĕç, улма-çырла туса илеççĕ. Юлашки çулсенче мăшăрсем хурт-хăмăр ĕрчетесси çине тимлĕх уйăраççĕ. Ку Антонина Сергеевнăн ашшĕне Сергей Серафимович Синелева (йывăр тăпри çăмăл пултăр!) хисеп туни, династие тăсни. Хăй вăхăтĕнче А.С. Синелев, "Восход" колхозăн утарçи, пыл илессипе республикипех палăрнă. Ĕçри хастарлăхшăн Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкин (ВДНХ) наградине тивĕçнĕ.

Кузьминсем икĕ ача çуратса тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Халĕ вĕсем çемьеллĕ.

Ачалăхри тусăма, çур ĕмĕре çитнĕ ятпа саламласа, çапла калассăм килет: "Антонина, ĕмĕр тăрăшшĕпех сывлăхлă пул. Ĕçре тупнă телей кун-çулна çутатса тăтăр!"

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика