Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă ĕç

06 июня 2012 г.

ЧАТКАССЕМ яланах ĕçченлĕхпе, йĕркелĕхпе палăрса тăнă, тăраççĕ те. Пĕччен, йывăр шăпаллă çынсене нихçан та пăрахмаççĕ вĕсем. Ваттисене хисеплесси те хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ.

Çакна вĕсем май уйăхĕн вĕçĕнче тепĕр хут çирĕплетрĕç. Анат Чаткасра пурăнакансем ратител çывхарнă май килĕрен укçа пуçтарса ял масарне тирпей-илем кÿме ĕç пуçарнă. Паллах, ял поселенийĕн администрацийĕ те ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрнă. Пухăннă 20 пин укçапа бетон юпасем, рабица-сетка, пăта туяннă. Май уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче ĕçлеме пултаракан мĕн пур çын – арĕпе хĕрарăмĕ, ватти, çамрăкки – масар йĕри-тавра пÿлнĕ кивĕ хÿмене сÿтсе çĕннипе улăштарнă. 650 метр тăршшĕ хÿме пÿлнĕ вĕсем.

– Ĕçе вăхăтра вĕçлес тесе ял-йыш çумăр айĕнче те ĕçлерĕ. Эрнесĕр ĕçе вĕçлетпĕр тесе шанман та... – савăнăçне пытараймасть ял поселенийĕн пуçлăхĕ Лариса Николаевна Петрова.

Чаткассем вилнисене асăнмалли кун тĕлне тунă пĕрлешÿллĕ ĕç – чăннипех те сăваплă ĕç, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Хастарсене вара – чыс та мухтав!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика