Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен алă – ĕçсĕр тăмасть

06 июня 2012 г.

ЯЛТА пурăнакансем çак çемьен ĕçченлĕхĕнчен, тирпейлĕхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Кил-çурт таврашĕ тирпейлĕ, пахчи çимĕçпе, чечексемпе пуян. Ÿркенмерен, пултаруллă пулнăран çапла пурăнаççĕ Тури Чаткасри Валерий Михайловичпа Елена Дмитриевна Николаевсем.

Вĕсем иккĕшĕ те çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Çавна пулах пулĕ пĕр ĕçрен те пăрăнман, вĕсен алли пурнăçлама пултарайман ĕç пулман. Хăйсем ĕçчен çитĕннĕрен ачисене те – вĕсем виççĕн – ахаль лартмаççĕ. «Ĕçлени çыншăн пулсан та вĕренни хăвăршăн» каларăша тĕпе хурса кулленхи пурнăçра тĕл пулакан ĕçсемпе паллаштараççĕ.

Николаевсен кил картишĕ выльăх-чĕрлĕхпе те пуян. Вĕсем 3 лаша, тиха, ĕне, вăкăрсем, сыснасем, çурасем, чăх-чĕп, хур-кăвакал тытаççĕ. Кил хуçи юлашки вăхăтра кÿршĕллĕ регионсене ĕçлеме çÿрет, мăшăрĕ сысна фермин ертÿçинче вăй хурать. Апла пулсан та вĕсем йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама вăй çитереççĕ.

Ялти ятлă-сумлă çынсен пахчинчи чечексене курсан пурте тĕлĕнеççĕ. Мĕн тĕрли кăна çук-ши унта; Чечексем çитĕнтернĕ çĕрте Ленăна мăшăрĕ Валерий те нумай пулăшать. Вăл темĕнле вăрлăх та туянса килсе çитĕнтерме тăрăшать. Пÿрте кĕрсен те чечексен тĕнчине путатăн. Чăннипех те тирпей-илеме чун-чĕререн юратакан çынсем вĕсем – Николаевсем.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика