Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç – вĕçсĕр кĕрешÿ

04 апреля 2012 г.

ÇЫН тени çĕр çине телей курма килет. Шăпа вара 77 ала витĕр кăларса чăтăмлăха тĕрĕслет. Чунпа çирĕппи, çынлăха çухатманни çеç çав йывăрлăхран тĕрĕс-тĕкел тухать, ыттисен хисепне тивĕçет. Çакăн пек çынсенчен пĕри вăл – Анат Чаткасра пурăнакан В.И. Воробьева. Тин кăна 80 тултарнăскер, хăйĕн пурнăçне çапла хаклать: "Пурнăç мана ачашламарĕ. Ачалăхăма Аслă Аттелĕх вăрçи хур кÿчĕ. Çемье телейне мăшăрăн вăхăтсăр вилĕмĕ тĕксĕмлетрĕ. Çын хушшинче çын пек пулни, йывăрлăха парăнманни пурăнма вăй хушнă пулĕ..."

Çапла, Вера Ильиничнăн хăй ĕмĕрĕнче теме те чăтса ирттерме тивнĕ.

Вăрçă пуçланнă çул тăххăрта пулнă вăл. Ирина Петровнăпа Илья Петрович Тихоновсем 8 ачине те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă та, Верук та çитĕннисемпе тан уй-хирте тар тăкнă. Жнейка вырса кайнă хыççăн кĕлте çыхнă. Ашшĕ фронтра чухне амăшне никамран ытла хăйĕн пулăшмаллине ăнланнă – асли-çке. Яра кун ĕçленĕшĕн кашнине пĕрер килограмм çăкăр панă. Амăшĕпе хĕрĕ пĕр пайне хирте çинĕ, теприне килтисем валли илсе таврăннă. Тĕрлĕ культура çумлама çÿренĕшĕн кунсерен пĕрер кашăк (хăш чухне – черкке) кантăр вăрри е вика тивĕçнĕ.

Тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă çамрăк хĕр. Колхоз садĕнче пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Сурăх, сысна, чăх фермисенче вăй хунă. «7 класс кăна пĕтерме май килчĕ, ытларах вĕреннĕ пулсан, тен, яланлăх специальноç илнĕ пулăттăм-и», – аса илет Вера Ильинична.

"Восход" колхоз фермисенче ĕçленĕ вăхăт ун асĕнчен нихçан та тухас çук. Выльăх-чĕрлĕх витисене ăшăтса тăма тата апат хатĕрлеме вут-шанкă çитменнипе улăмпа усă курнă. Ăна хирти ураран çĕклемпе йăтнă. Йĕпе – сапа-и, кутсăр-пуçсăр çил-тăман-и – йывăр çĕклеме фермăна илсе çитермеллех пулнă. Çемье çавăрсан та (1957 çулта ялти ĕçчен каччăпа Николай Воробьевпа пĕрлешнĕ вăл), йывăр çын пуçпа çак çăмăл мар ĕçе пурнăçланă. Чăтăмлăскер, нимле ĕçре те ÿркенмен. Пĕр енчен, шутлама та, пулать: ашшĕ, Илья Петрович, вăрçă хыççăн колхоз председателĕнче, ял Совет председателĕнче, уй-хир бригадинче тăрăшнă та, ачисемшĕн çăмăллăх пулмалла пек. Çук, çирĕп чунлăскер, ывăл-хĕрне ачашламан. Тен, çавăнпах Вера Ильинична та пурнăçри чăрмавсене хăй тĕллĕн сирме хăнăхнă.

Юратнă мăшăрĕ, уй-хир бригадирĕнче, ферма заведующийĕнче, пушар пайĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ Николай Клементьевич 1980 çулта вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнине чăтса ирттерме тивет унăн. Тăватă ачапа тăрса юлнă тăлăх арăм. Çитменнине, хунямăшĕ сĕм суккăр, – ăна хăйнех пĕчĕк ача пек пăхмалла. Хуçалăха та тытса пымалла. Çав хушăрах ĕçе те чупмалла. Сăмах май, мĕн пенсие кайиччен кормоцехра вăй хунă В.И. Воробьева.

Тав Турра, ывăлĕпе хĕрĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тĕрĕс-тĕкĕлех тухрĕç.

Василий – тĕпкĕч. Нина мăшăрĕпе, икĕ ывăлĕпе (пĕри – усрав ача) ашшĕ никĕсне тытса пырать. "Восход" колхоз фермисенче скотникра ĕçлесе ят-сум илчĕ. Çамрăксем амăшĕпе ырă та тату пурăнаççĕ.

Галина – Шупашкарта. Пĕр больницăра санитаркăра тăрăшать. Ун хĕрĕ çемьеллĕ ĕнтĕ.

Антонина Тюменьти пĕр организацире бухгалтерта тимлет. Хĕр ÿстерет.

Наталья шăпине Ульяновск облаçĕпе çыхăнтарчĕ. Ун çемйинче икĕ ача.

Ачи – мăнукне амăшĕ, асламăшĕ тата кукамăшĕ алса-чăлха çыхса, тутлă апат пĕçерсе савăнтарать; унран ытла ăшпиллĕхпе çупăрлать.

Чун ăшшийĕ В.И. Воробьевăн кÿрши-аршипе тăванĕ-пĕтенĕ валли те, ял-йыш валли те çитет. Пуринпе те туслă пурăнма тăрăшать вăл: çилле хăваламасть, вăрçăнма юратмасть. Турра ĕненсе чиркĕве çÿрет. Ун çирĕп йĕркисене пăхăнать, кĕлĕ вăхăтĕнче вулама-юрлама тăрать.

Сăмах май, 90-мĕш çулсенче Анат Чаткас чиркĕвне çĕнĕрен хута ярас ĕçе пуçаракансенчен пĕри – Вера Ильинична. Пĕччен, делегаципе те ял Совет председателĕ А.В. Зиновьев, район пуçлăхĕ В.П. Фадеев патне темиçе те хутланă вăл. Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿре вăй хуракан Георгий аттерен канаш ыйтнă. Чаткассен сумлă делегацийĕ Шупашкарти Варнава патне те çитнĕ, унран ялăн малтанхи клуб çуртĕнчен чиркÿ ăсталама ирĕк те пиллĕх ыйтса илнех. Халĕ çак сăваплă çурта ял-йыш çĕнетсех тăрать.

Çапла, ырă ĕçĕн чикки çук. Çине тăрсан кирек мĕнле ĕçе те вĕçне çитерме пулать. Вера Ильинична пек, ăнтăлупа пурăнакансем чăннипех те пархатарлă.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика