Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеп

02 марта 2012 г.

КŸРШĔРИ Лидя аппа, хут çинчи пек каласан, Лидия Григорьевна Нянина, çак кунсенче 80 çул тултарчĕ. Юбиляра саламлама ачи-пăчипе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсемпе кÿрши-арши йышлăн пухăнчĕç. Хăй те, тăванлăха мала хураканскер, ĕçкĕ-çикĕре илем тăвать те, хурăнташĕ-пĕлĕшĕ те паллă кунпа Лидия Григорьевнăна чыс кÿчĕ. Чăн-чăн хисеп!

Сакăр теçетке урлă каçрĕ тесе калассăм килмест Лидя аппа пирки. Кĕре ÿтлĕ сăн-питĕнчен нар шевли кайман-ха (çамрăк чухнехи чиперлĕхе ас илтерет вăл!). Ăш-пиллĕх сапалакан хăмăр куçĕсем чĕррĕн пăхаççĕ, хуçи патне туртаççĕ. Калаçасса та кÿршĕм кашни сăмаха виçсе, çын кăмăлне, ÿсĕмне шута илсе калаçать. Такампа та пĕр чĕлхе тупать. Ахальтен мар ватти те, вĕтти те ун çумĕнче. Вăтам кĕлеткеллĕ, çăмăл шăм-шаклă хĕрарăмăн хусканăвĕ те вăр-вар. Пăрчкан пек, лара-тăра пĕлменскер, шав ĕçлĕ. Час-часах чиркĕве е тăванĕсем патне васканине асăрхатăн. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе (ĕне, лашапа тиха, темиçе сысна - çăвăрламалли таранах, сурăх-путек, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ вĕсем) пăхма та, çу кунĕсенче пахча çимĕç çумлама-шăварма та çемйине сисĕнмеллĕх пулăшу парать Лидия Григорьевна. Аллинчен витре, маттик-кĕрепле каймасть. Паллах, апат-çимĕç янтăлама, çурта-йĕре тирпейлеме те ÿркенмест. Алса-чăлха çыхасси, çăм арласси - чун киленĕçĕ.

Тĕпре пурăнакан кĕçĕн ывăлĕпе – Генăпа, Марина кинĕпе, Вася тата Никита мăнукĕсемпе ырă та тату пурăнать. Шăмăршăри Петя ывăлĕ, Шупашкарти Бориспа Вячеслав ывăлĕсем çемйисемпе тăван киле час-часах килсе çÿреççĕ, хуçалăхри пысăк ĕçсене тума пулăшаççĕ. Нянинсен çурчĕ вара ача-пăча сассипе тулать. Çичĕ мăнук, мăнуксен икĕ ачи чăннипех савăнăç кÿреççĕ асламăшне. Шел, аслашшĕне çак телее туллин туйма Турă пÿрмен. Паллах, ачисем, çитĕннĕ чухне ашшĕн ăшшине аванах туйнă-ха. Анчах йывăр чире пула 14 çул каялла çĕре кĕчĕ Василий Леонтьевич. "Восход" хуçалăхăн паллă тракторисчĕ ĕçченлĕхĕпе, йĕркелĕхĕпе çемье тата ял-йыш асĕнче юлчĕ.

Лидия Григорьевна хăй те ачаллах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Сăмах май, Анат Чаткасранах вăл, мăшăрĕпе пĕр урамранах – Çĕнĕ касран, Петровсен çемйинчен. Амăшĕ – Евгения Сергеевна – ĕмĕр тăршшĕпех "Восход" колхозра тар тăкнă: тыр-пул ÿстернĕ, вăрманне каснă... Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенче тылра хастарлăх кăтартнă. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят панă ăна. 95 çула çитиччен пурăнчĕ Евгень аппа.

Ашшĕ – Григорий Сергеевич – Мускавра метро тунă çĕре ĕçлеме çÿренĕ. Ылханлă вăрçăран таврăнайман. Виçĕ ачине (вĕсенчен Лидия хĕрĕ çеç пурăнать халь) пĕччен ÿстерсе çын тунă тăлăх арăм. Лидя, асли пулнă май, амăшĕн "сылтăм алли" пулнă. Гришăпа Миша шăллĕсене пăхнă, пĕчĕклех хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Хĕрача çитĕннисемпе танах лашапа хиртен кĕлте турттарнă. Хĕл ларичченех. Паллах, пурне те пуçтарса ĕлкĕрейменни те пулнă. Шăннă кĕлтесене çуркунне, юр кайнă-кайман, пуçтарса илнĕ те кăмака çине сарса типĕтнĕ. Каллех авăн çапнă. Тырă пĕрчисене ал арманĕпе авăртса çимелĕх хатĕрленĕ.

Вăрмантан вутă турттарнă.

Ĕç алли çитмест тесе вун улттăри Лидяна Кучек, Баскак тăрăхне пĕрене яма ăсатнă. Унти вăрманта каснă йывăçсене çурхи шыв кайнă чух Пасна тăрăх сулăпа юхтарнă. Пĕве кĕрсе çитмен хĕр вăрăм пакурпа йывăр пĕренесене тĕкме мĕнле вăй-хал çитернĕ-ши;..

Ачалăхĕнче асра юлнă чун ыраттармăш темĕн чухлех Л.Г. Нянинăн.

Ÿркенменскер, нимле ĕçрен те пăрăнман вăл: тăван колхоз уй-хирĕнче çĕр улмипе чĕкĕнтĕр çумланă тата пухса кĕртнĕ çĕре хутшăннă, йĕтем çинче тырă сăвăрса пÿлмене хывнă... Фермăра та тăрăшнă. 72-шер (!) çамрăк пăрăва пĕччен пăхнă. Алăпа утă-улăм, шыв, çăнăх е нимĕр йăтнă; тазпа тислĕк кăларнă... Йывăр пулнă, çапах чăтнă; пархатарлă ĕçшĕн Лидия Григорьевна Нянинăна 4 медальпе наградăланă, "Ĕç ветеранĕ" ята панă. Нимрен ытла ял-йыш шанăçне, чысне тивĕçнĕ канăçсăр чĕреллĕскер.

Çапла, чи хакли – халăх хисепĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика