Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамайăм, кукамай...

14 января 2012 г.

ИРТНĔ ĕмĕрти 40-мĕш çулсенче çуралнă çынсен хура-шурра сахал мар чăтса ирттерме тивнĕ. Вĕсен хушшинче – манăн кукамай та, Луиза Семеновна Кузьмина (хĕр чухнехи хушамачĕ Гусева).

Вăл 1942 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче Анат Чаткасра çуралнă. Луиза Гусева пурнăçăн йывăр условийĕсене пула 7 класран ытла пĕтереймен. Вăл вун пиллĕкрех фермăра ĕçлеме пуçланă. Кайран вара чылай çул Анат Чаткас шкулĕнче техслужащире вăй хунă. Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа туса пынă манăн кукамайăм, ку ĕçренех пенсие кайнă.

1960 çулта Луиза Гусева тăван ял – Анат Чаткас каччипе, Николай Кузьминпа, пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Вĕсем пурнăç тăршшĕпех пĕр-пĕрне юратса пурăннă, пĕрле виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Питĕ шел, виçĕ çул каялла кукаçей чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Кукамай тăван ялта, аслă ывăлĕн, Валерийĕн, çемйипе пĕрле пурăнать. Кинĕпе, Альăпа та, килĕштереççĕ. Çемьери икĕ мăнук кукамая савăнăç, çĕнĕ вăй-хăват парса тăрать.

Пирĕн кукамай вăй çитнĕ таран ачисене, мăнукĕсене пулăшать, ĕçрен нихăçан та хăрамасть. Унăн ырă сĕнĕвĕсемпе канашĕсем те пирĕншĕн питĕ хаклă. Ăна эпир пурте хисеплетпĕр, тивĕçлипе хаклатпăр. Хăнасене вăл яланах хапăл туса кĕтсе илет, техĕмлĕ чейпе, тутлă çимĕçсемпе сăйлать. Кукамайăн халĕ 8 мăнук, мăнукĕсен ачисем – виççĕн.

Паян пирĕн хаклă çыннăмăр, Луиза Семеновна Кузьмина, хăйĕн 70 çулхи юбилейне палăртать.

Эпир ăна чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика