Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парнеле ыррине, Çĕнĕ çул!

01 января 2012 г.

Сисмерĕмĕр те, 2011 çул хыçа юлчĕ. Çулталăк хушшинче мĕн-мĕн тунине, мĕн туса ĕлкĕрейменнине пĕтĕмлетме те юрать ĕнтĕ. Паллах, вун икĕ уйăхра тем те пулнă: савăнмалли те, пăшăрханмалли те. Мĕнпе асра юлнă-ха Кролик çулĕ районта пурăнакансемшĕн тата мĕн кĕтеççĕ-ха вĕсем Аçтахаран;

Лариса ПЕТРОВА, Анат Чаткас ял поселенийĕн пуçлăхĕ:

– 2011 çула лайăх вĕçлерĕмĕр. Умри тĕллевсене пурне те пурнăçа кĕртме тăрăшрăмăр. Пысăк ĕçсенчен пĕри – Анат Чаткас ялне шыв пăрăхĕсем хурса тухасси пулчĕ. Çак ĕçе вĕçне çитерме нумаях та юлмарĕ. Ялсенче çынсем çĕнĕ çуртсем çĕклени те чуна савăнтарать. Апла пулсан ял ватăлмасть-ха. Акă Угасинсем, Синелевсем, Степановсем тата Петровсем хăтлă та илемлĕ çуртсем купаласа лартрĕç. Ялти чиркĕве çĕнетни, юсани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пахча çимĕç типĕтмелли завод та кĕçех ĕçлеме пуçлĕ.

Поселенинчи демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни те кăмăла çĕклет. Кăçал пирĕн тăрăха пурĕ 19 хутчен «аист» вĕçсе килчĕ.

Спортра та эпир хыçалти мар. Май килнĕ таран пур ăмăртăва та хутшăнма тăрăшатпăр, лайăх результатсем кăтартатпăр. Пуçласа пирĕн поселенинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Фадеевăн парнисене çĕнсе илессишĕн пысăк турнир иртрĕ. Унта хамăр район çыннисемсĕр пуçне Шупашкар, Канаш, Патăрьел тата Ульяновск облаçĕн кĕрешÿçисем те хутшăнчĕç. Культура çурчĕ те ял халăхĕ валли концертсем, конкурс-ăмăртусем, куравсем йĕркелесех тăчĕ, малашне те çаплах пулĕ.

Чун-чĕререн ял поселени ĕçĕнче пулăшса пыракансене, мероприятисене хастар хутшăнакансене, спонсор пулăшăвĕ паракансене тав тăватăп, пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп.

Çитес çула хамăн çемьепе тулăх кĕрекере кĕтсе илетĕп. Аçтаха çулĕнче савăнмалли нумайрах пултăр, хуйхă-суйхă хыçа юлтăр.

Василий Федотов, Россельхозбанкăн Чăваш регионĕн Шăмăршă районĕнчи хушма офисĕн ертÿçи:

– Мĕн пĕчĕкрен юратакан уявсенчен пĕри вăл маншăн Çĕнĕ çул. Хам ача ашшĕ пулсан та, халĕ те ăна чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

Хыçа юлнă çулта палăракан пысăк ĕçсем нумай пулчĕç пирĕн офисра. Пире Россельхозбанкăн тĕп офисĕнчен халăха кредит парассипе лайăх ĕçленĕшĕн, пысăк кăтартусем тунăшăн Мускаври тĕп филиалтан килнĕ Тав çырăвĕ питĕ савăнтарчĕ, тата та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хăват хушрĕ. Пирĕн коллектив туслă пулнăран çитĕнÿсем те пулсах пыраççĕ. Санкт-Петербург хулине квалификаци ÿстерме вĕренме кайни те асрах, пире унта нумай çĕннине вĕрентрĕç.

2011 çулта районта пурăнакансем 500 ытла кредит илнĕ, вĕсем хушшинче организацисем те пур. Çынсем нумайрах çăмăллăхлă кредит (ЛПХ) илме тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме ăнтăлаççĕ, вите-карта çĕклеççĕ. Çавăн пекех ытти тĕлĕшпе те кредит паратпăр.

Çĕнĕ çула юратнă çыннăмсемпе – мăшăрăмпа тата ывăлпа – кĕтсе илетĕп. Тутлă апатсемпе тултарнă сĕтел тавра ларнă чухне, сехет йĕпписем вун иккĕ тĕлне çитсен, Аçтаха çулĕнче мĕн ĕмĕтленни веçех пурнăçа кĕрсе пытăр тесе ыйтатăп. Паллах, ĕçре те килте яланах тăнăçлăх, килĕшÿ хуçаланасса шанатăп.

Вячеслав Григорьев, Шăмăршăри "Лидер" лавкка ертÿçи:

– Тĕп тĕллев вăл пирĕн – çынсене кирлĕ таварпа тивĕçтересси. Лавкка уçăлнăранпа 5 çул иртрĕ. Çак хушăра пирĕн пата кĕрсе курман çын юлмарĕ те пулĕ. Нумай килте эпир сĕннĕ телевизорсем, холодильниксем, компьютерсем, газ плитисем тата нумай ытти тавар вырăн йышăнчĕ. Çынсем пире шанни хĕпĕртеттерет.

Сутуçăсем те кăмăллă, вĕсем тавар туянакансемпе яланах пĕр чĕлхе тупаççĕ, паха тавар сĕнеççĕ. Паллах, кунта çакна та каласа хăвармалла, лавккара таварсен вун-вун тĕсĕ пулнăран эпир чăтăмлине, пахалăхĕпе уйрăлса тăраканнине сĕнетпĕр. Мĕнле калаççĕ-ха: "Йÿççи йÿнеçтерет – çука хăварать". Эсир туяннă тавар сире кашни кунах савăнтартăр, киленÿ кÿтĕр.

Юратнă уява çывăх çынсемпе кĕтсе илетĕп. "Мĕнле кĕтсе илетĕн, çитес çул çапла пулать", – теççĕ-и-ха; Çавăнпа та Çĕнĕ çулта ырă кăмăл-туйăмпа, çутă ĕмĕтсемпе пурăнма палăртатăп. Сире те çавнах сунатăп.

Сергей Хафизов, районти Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ:

– Спортпа туслă этемшĕн, паллах, çитĕнÿсем туни, ăмăртусенче мала тухни нумайлăхра асра юлать. 2011 çулта шкул ачисемпе нумай ăмăрту йĕркелерĕмĕр, вун-вун тупăшура вăй виçрĕç вĕренекенсем. Республикăри ăмăртусене те, Раççей шайĕнчисене те хастар хутшăнтăмăр, малти вырăнсемпе таврăнтăмăр. Кашни çитĕнÿ савăнтарать пире, кăмăла çĕклет. 2012 çулта та тухăçлă ĕçлесчĕ-ха, спортра çĕнĕ çитĕнÿсем тăвасчĕ. Спорта юратакан çынсен шучĕ те ÿссех пытăрччĕ. Районта пурăнакансем пурте сывлăхлă пулччăр.

Çĕнĕ çул – çемье уявĕ. Çавăнпа эпир ăна килте пысăк йышпа кĕтсе илетпĕр. Хуларан аслă ывăлсем – студентсем – килеççĕ, мăшăр тутлă апат-çимĕç хатĕрлет. Пĕр-пĕрне парнесемпе те савăнтарăпăр.

Алина Тенишева, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта

11 класра вĕренекен:

– Çулсем иртсе пынă май Çĕнĕ çул уявĕ хăйевĕрлĕхпе тĕлĕнтерет. Кашни çулах ман валли вăл тĕлĕнтермĕш, хаваслăх илсе килет. Пирĕн, шкулта вĕренекенсен, паянхи тĕллев – шкулта тăрăшса вĕренесси, алла аттестат илсе пурнăçри малашнехи профессие тупасси. Çакна пурнăçа кĕртес тесен сĕнксе çÿремелле мар, кун-çул уттипе пĕр тан утса пымалла.

2012 çулхи Аçтаха çулне хаваслă кăмăлпа, çутă ĕмĕтпе кĕтсе илетĕп. Çак çул манăн малашнехи пурнăçа татăклăн татса парĕ. Çавăнпа та эпĕ ыррине, лайăххине кăна кĕтетĕп. Юлташсене те çавнах сунатăп.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика