Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çывăх, чи хаклă çыннăмăр

26 ноября 2011 г.

АННЕ... Мĕн тери ачаш та илемлĕ сăмах вăл! Анне пепкене çутă тĕнче парнелет, ăна ÿстерсе çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларать. Мĕн ватăличченех, юлашки сывлăшĕ тухичченех амăшĕ хăйĕн ачисен ăраскалне чи малти вырăна хурать, вĕсемшĕн ним шеллемесĕр, кун-çулĕсене çăмăллатма тăрăшать. Çавăнпах ĕнтĕ, пирĕншĕн анне – чи çывăх тата чи хаклă çыннăмăр.

Хальхи вăхăтра районта пурĕ 1193 амăшĕ 16 çул таранчченхи ачасемшĕн (шкулта вĕренсе 18 çулчченех) пособи илсе тăрать. 1,5 çул таранчченхи пепкесен амăшĕсем – 169-ăн. Вĕсенчен 76-шĕ – пĕрремĕш ачине, 93-шĕ иккĕмĕш пепкине çуратнă хĕрарăмсем.

Нумай ачаллă çемьесем – 220, вĕсенче пурĕ 687 ача. 3 ачаллă çемьесем – 201, 4 ачаллисем – 13, 5 ачаллисем – 4, 6 ачаллисем – 2 çемье. Пĕччен ача ÿстерекен амăшĕсем – 113-ĕн.

Нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене лагерьте канма патшалăх путевкăсем уйăрать (ашшĕ-амăшĕ путевка хакĕн 5 процентне кăна тÿлет). Каникул тапхăрĕсенче: çуркунне – 9 ача, çулла – 31 ача, кĕркунне 12 ача республикăри лагерьсенче хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ.

Кăçал сахал тупăшлă 49 çемьене укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Анат Чаткасри Андрейпе Татьяна Юнкеровсем 5 ача ÿстереççĕ. Асли – Кристина – Палтиел вăтам шкулĕнче 10 класра вĕренет. Кĕçĕнни – Лев – иккĕре. Кăçал март уйăхĕнче Татьяна Васильевна нумай ачаллă амăшĕсен республикăри слетне те - вăл Шупашкарта иртнĕ – хутшăнчĕ.

Уяв умĕн районти культура учрежденийĕсенче аннесене халалланă тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Вĕсенче ачасен амăшĕсем пирки чи ăшă сăмахсем каларĕç, тивĕçлипе мухтаса чысларĕç, хĕрарăмсем ячĕпе хитре юрăсем шăрантарчĕç.

Районти ача амăшĕсене пурне те Анне кунĕ ячĕпе чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Ачăрсем сире яланах ырă ĕçсемпе, çепĕç сăмахсемпе савăнтарса тăччăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика