Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Матросран – инçе ишев капитанĕ таран

23 ноября 2011 г.

АЧАЛĂХРА уншăн ял пĕви те тинĕс евĕр туйăннă пулĕ. Е тата çурхи шăнкăр-шăнкăр шывра хутран е хурăн хуппинчен ăсталанă тетте-карапсене юхтарни; Ăçтан манăн ĕнтĕ çакна. Ахăртнех, шăпах çакнашкал самантсенче ача пуçĕнче ÿссен тинĕс капитанĕ пулас шухăш çуралнă пулĕ...

Анат Чаткасра, йышлă çемьере çуралнă М.Пыркин. Унтанпа сисĕнмесĕр тенĕ пекех çитмĕл çул хыçала юлчĕ. Чим, сисĕнмесĕрех-ши;

Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Миша мĕнле те пулсан вăтам пĕлÿ илесех тенĕ. Çак тĕллевпех вăл малалла Палтиелĕнчи вăтам шкула выртакан сукмака такăрлатма тытăннă. 1958 çулта алла аттестат илсен çамрăк йĕкĕт хăйне çунатсем хушнăнах туйнă. Çав вăхăтрах çак шухăш та канăç паман: пурнăç тĕллевĕ пулнă-ха унăн. Миша Астрахане çул тытнă. Унта тинĕс шкулĕ пулнине малтанах лайăх пĕлнĕ вăл. Чиперех вĕренме кĕнĕ йĕкĕт, училищĕре рулевой ăсталăхне алла илнĕ. Вĕренсе тухсан Миша Хура тинĕс суту-илÿ флотĕнче матрос пулса ĕçлеме тытăннă. Тăватă çул çурă хушшинче Анат Чаткас йĕкĕчĕ нумай çĕр-шывсене çитсе курнă.

1964 çулта М.Пыркин Бакури аслă тинĕс училищин курсанчĕ пулса тăнă. Алла диплом илсен вăл Сахалинти тинĕс суту-илÿ параходствинче карап штурманĕнче вăй хунă. Каллех инçе те вăрах ишевсем, вĕçĕ-хĕррисĕр шыв, аякран курăнса юлакан утравсем...

Ĕçленĕ вăхăтрах пĕлĕвне ÿстересси пирки те манман Михаил Игнатьевич – Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Невельской адмирал ячĕпе хисепленекен аслă тинĕс инженери училищине заочно вĕренме кĕнĕ.

– Çирĕм тăватă çул шывра ишрĕм, – аса илет Михаил Игнатьевич, – ахаль матросран инçе ишев капитанне çити ÿсрĕм. Виçĕ океан урлă Çĕр чăмăрĕ йĕри-тавра ишсе çаврăнма тиврĕ. Нихăçан та, нимĕнле лару-тăрура та çухалса кайман. Моряк шывра та хăйне типĕ çĕр çинчи пекех туять.

1982 çулта М.Пыркин тăван республикăна таврăннă, 1990 çулччен Канашри 2-мĕш хула профтехучилищинче директорăн вĕрентÿпе производство енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксене тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă.

Çуралнă яла куçса килсен те ĕçсĕр ларма пултарайман ĕнерхи капитан. Михаил Игнатьевич – районти малтанхи фермерсенчен пĕри, ялта "Шуçăм" фермер (хресчен) хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Вăл юхăннă, усăсăр выртакан вунă гектар çĕр çине улма-çырла йывăççисем лартса чĕртнĕ, хÿхĕм сад çитĕнтернĕ. Ăратлă сыснасем те ĕрчетет фермер. Пĕр сăмахпа, ÿркенмест.

– Çитмĕлте те вун çиччĕри хастарлăхпа ĕçлес килет, – тет паян М.Пыркин.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика