04 августа 2011 г.
ТУРИ ЧАТКАСРИ Николай Степанов пĕчĕкренех техника патнелле туртăннă. Ашшĕ, Валентин Георгиевич, "Восход" колхозра Т-25 тракторпа ĕçленĕ май, Коля тăтăшах кабинăна кĕре-кĕре ларнă. Уй-хирте ĕçленĕ чухне вара ашшĕн чĕркуççийĕ çине ларса руле та тыткаланă. Ывăлĕн техника туртăмне ашшĕ хирĕçлемен: тен, кайран, ỹссе çитĕнсен, хăйне улăштарĕ, трактор рулĕ умне ларĕ? Валентин Георгиевича сисĕмлĕх туйăмĕ улталаман _ 1998 çулта Анат Чаткасри вăтам шкултан вĕренсе тухсан (выпускниксем аттестатпа пĕрле тракторист удостоверенине те илнĕ) Коля ДТ-75 тракторпа çĕртме сухи тунă. Кĕркунне вара ăна çар службине кайма повестка панă. Ракета çарĕсенче çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн (сăмах май, тетĕшĕсем те _ Бориспа Сергей _ салтакра пулнă. Вĕсем _ водительсем, Ульяновскра тĕпленнĕ) Коля каллех тăван колхоз уй-хирĕнче тракторпа ĕçлеме тытăннă. Вăл паянхи кунчченех пĕр улшăнми механизаторта тăрăшать. Кăçал çуркунне акă Николай Степанов Т_150 тракторпа çĕр хатĕрленĕ, ака ĕçĕсене те лайăх пахалăхпа пурнăçланă. Халĕ МТЗ-82 тракторпа курăк çулать, ытти ĕçсем тăвать. Николай Пуянкассин сăпайлă та хитре хĕрĕпе _ Ольга Дмитриевапа _ пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьере виçĕ ача çитĕнет. _ Дима 3-мĕш класа куçрĕ ĕнтĕ, _ каласа парать Коля. _ Кирилл часах 1-мĕш класа вĕренме кайĕ. Юратнă мăшăрăм кăçал хĕр пĕрчипе савăнтарчĕ пире. Ева виçĕ уйăхра кăна-ха. Коля, кĕçĕн ывăл пулнă май, тĕп килте пурăнма юлнă. Валентин Георгиевичпа Евгения Федоровна Степановсем хăйсен ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ мăнук ĕç ветеранĕсене (вĕсен пилĕк ачи те çемьеллĕ, пурĕ вунă мăнук) тулли савăнăç кỹрсе тăрать. Ĕçчен çынсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. _ Çемье ỹссе-пысăкланса пынă май, кỹршĕсен кивĕ пỹрчĕпе çĕр участокне туянтăмăр, хамăр валли çурт тума шутларăмăр, _ калаçăва малалла тăсать Николай Валентинович. _ Строительство ĕçĕнче килти хуçалăхра туса илнĕ тупăш сисĕмлĕ пулăшу парать. Ял хуçалăх кооперативĕнче ĕç çук чухне, хĕллехи тапхăрта, юлташăмсемпе пĕрле Мускав облаçне ĕçлеме çỹретĕп, пỹрт лартма укçа тăватăп. Пĕлтĕр Степановсем кивĕ пỹрте сỹтсе çĕнĕ никĕс янă, кирпĕчрен çуртăн стенисене купаласа хăпартнă. Кăçал июньте платниксен бригади ăна çутă профностилпа витнĕ, мачча-урай сарнă, алăксем вырнаçтарнă. Тури Чаткасри çутă тăрăллă кирпĕч çурт Уруков урамне илем кỹрсе тăрать. Çĕнĕ пỹрт часах çамрăк çемьен ачи-пăчин савăк сассипе тулĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"