Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв инкек ан кỹтĕр

25 июля 2011 г.

 ÇУЛЛА чылайăшĕ шыв хĕрринче канма кăмăллать. Анчах, шел те, нумай чухне асăрханулăх пирки манатпăр. Шыв хĕрринчи хăрушсăрлăх йĕркисене кашнийĕн пĕлмелле çеç мар, çирĕп пăхăнмалла та. Путнă тĕслĕхсен тĕп сăлтавĕ _ ятарлă вырăнта шыва кĕменни, ỹсĕрле шыва кĕни тата вăй-хала тĕрĕс хакламанни. Ытларах чухне ишме пĕлекен çынсемех путса вилни паллă. Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăманран инкеке лекеççĕ. Шывра шăнса шăнăр туртнипе те час-часах путаççĕ. Шыва ирĕк панă вырăнсенче çеç кĕрĕр. 17-19 градус ăшă шывра 10-15 минутран ытла пулма юрамасть. Ывăнсан çурăм çине çаврăнса канса илме хăнăхмалла _ кĕлеткене шыв çинче ал-урана майĕпен хускаткаласа тытса тăмалла. Ытла инçене ишме тăхтăр. Чăнкă çыранлă пĕвесенче, юхан шывсенче, шыв уçласа илекен вырăнта шыва кĕме юрамасть. Хĕвел çинче чылай выртнă хыççăн та шыва тỹрех кĕрсе ян кайăр, маларах çыран хĕрринче ỹт-пĕве йĕпетсе сăтăркаласа сивĕтĕр. Мĕншĕн тесен ăшăра юн тымарĕсем сарăлаççĕ, шыва тỹрех кĕрсен мышцăсем самантрах хутланаççĕ те сывлăш пỹлĕннипе антăхса кайма пулать. Апат çинĕ е ывăннă хыççăн та шыва кĕме тăхтăр. Пĕлмен вырăнта тỹрех шыва ан сикĕр. Тĕрĕсленĕ хыççăн тăрă, яка, тарăн шыва çеç чăмма юрать. Унсăрăн пуçпа шыв тĕпне тăрăнма, мăй сыппине хуçма, тăна çухатса вилме пулать. Шыва ялан кĕрекен вырăнсенче те тĕрĕслемесĕр тỹрех чăммалла мар. Вăл витĕр курăнмасть. Маларах таса пулнă вырăнта та ăнсăртран кĕлеткене амантакан хăрушă тимĕр-тăмăр е ытти хатĕр пăрахма пултарнине асра тытăр. Шыва эрех ĕçнĕ, тарланă хыççăн та ан кĕрĕр. Ашшĕ-амăшне ачисемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Шыв хĕррине аслисемсĕр кайма ирĕк памалла мар вĕсене. Шыв хурлăх мар, савăнăç анчах илсе килтĕр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика