Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçа илĕртеççĕ чăваш тĕррисем...

05 марта 2011 г.

Куçа илĕртеççĕ чăваш тĕррисем...

ЧĂВАШ тĕррисене _ наци пуянлăхне чĕртсе тăратас, вĕсене упраса хăварас тата малалла аталантарас тĕллевпе Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче "Çĕр пин тĕрĕ тăрăхĕнче" республика конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Çак конкурса районти тĕрĕ ăстисем _ Г.Сейфутдинова (Палтиел ял поселенийĕ), Е.Степанова (Карапай Шăмăршă ял поселенийĕ), А.Тимофеевапа И.Муллина (Пуянкасси ял поселенийĕ), Е.Исметовапа А.Егорова (Васан ял поселенийĕ) хутшăнчĕç. Искусство шкулĕн фойинче тĕрĕçĕсен выставки пулчĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн педагогĕ М.Шамеева тĕрĕçĕсемпе мастер-класс ирттерчĕ, чăваш тĕррисене илемлĕх кĕртекен мелсем çинчен каласа пачĕ. Конкурса вĕçлесе, тĕрĕçĕсем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç. Тĕрĕçĕсене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн Дипломĕсемпе чысларĕç.

З.МОРОЗОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика