Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкула - парне

13 января 2011 г.

"ЭПИР ăçта пулсассăн та, юратнă шкул ялан асра..." Çак сăмахсене Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă кашни çынах чун-чĕререн калать. Выпускниксем тăван шкулпа, юратнă учительсемпе çыхăну тытма пăрахмаççĕ, пушă вăхăт тупăнсан хăнана килеççĕ.

Акă январĕн 5-мĕшĕнче шкул кĕрлесе çеç тăчĕ. Мускавран, Шупашкартан тата район центрĕнчен килнĕ хăнасем тăван шкулăн асамлă сывлăшне сывларĕç, вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.

Хăнана парнепе пырасси йăлана кĕнине асра тытса, паллă спорсмен, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе темиçе хутчен те Шăмăршă Акатуйĕн паттăрĕ пулнă О.В.Еремеев выпускниксене шкула виçĕ тĕслĕ спорт коверĕ парнелеме сĕннĕ. Ырă пуçарăва пурте хапăл тусах йышăннă, çапла вара шкул ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентекен занятисем ирттерме питех те кирлĕ коверлĕ пулса тăчĕ.

Тĕл пулура çак шкул выпускникĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пĕрлешĕвĕн вице-президенчĕ В.М. Семенов тата ытисем салам сăмахĕ каларĕç, шкул коллективне вĕренÿре тата спортра çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика