Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур енчен те хатĕр пулĕ

07 августа 2010 г.

 

 

Ытла та шăрăх тăраççĕ-çке кăçал çу кунĕсем. Хĕвелĕ хĕртнĕçем-хĕртет. Çумăр çуманран çĕр çине акнă-лартнă калчасенчен пысăк тухăç илеймессине пурте лайăх ăнланатпăр. Анат Чаткас шкулĕнчи пахча çимĕçе, пĕтме парас мар тесе, кулленех шăвараççĕ. Çум курăкран тасатса, кăпкалатсах тăраççĕ. Вĕренекенсем ĕç практикине кăмăлпах çỹреççĕ, умри тĕллевсене пурнăçлама тăрăшаççĕ. Паллах, пушă вăхăтра выляççĕ, савăнаççĕ, тĕрлĕрен шỹтсем каласа пĕр-пĕрне култараççĕ. Шкул çуртне юсаса илемлетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Классене çуса тасатнă, коридора сăрланă. Кăçал пушар хуралĕн сĕнĕвĕпе коридора сарнă линолиума сỹсе илме тивнĕ. Стенасене пушарта хăрушлăх кăларса тăман сăрăпа сăрланă. Шкул территорине тирпей-илем кỹрес тĕлĕшпе те сахал мар ĕçлеççĕ кунта. Анат Чаткас шкулĕнче çитес вĕренỹ çулĕнче медкабинет уçăлать. Вăл икĕ пỹлĕмлĕ, ăна шывпа тивĕçтернĕ. Пĕтĕм стандарта пăхăнса ĕçлеме пуçлĕ ку кабинет. Ытти шкулсенчи пекех, кунта та укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çавна пулах палăртнă ĕçсенчен хăшĕ-пĕрне вĕçне çитерме майсем çук. Шкула спонсор пулăшăвĕ паракансем пулсан та тем пекехчĕ. Анчах та хальлĕхе кун пек ырлăх анатчаткассемшĕн çитеймен-ха. "Ашшĕ-амăшĕ те, укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех пурăннăран, вĕренỹ çуртне питех пулăшу параймасть. Вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтернĕшĕн тỹлемелли хака та, шел те, ỹстермех тивет пулĕ. Кăçалхи çанталăкра хамăр çитĕнтерекен çĕр улмипе пахча çимĕçĕн тухăçĕ ытти çулсенчи пек савăнтарассине кĕтме çук," _ пăшăрханать шкул директорĕ Л.П.Нянина. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкула пĕрремĕш класа 6 ача килĕ, кăçал вара 14 хĕрпе каччă вĕренсе тухнă. Ялта ачасен шучĕ чакни сисĕнет. Кỹршĕллĕ тутар ялĕнчен тата 3-4 ача килес шанчăк пур. Анат Чаткас шкулĕнчи ырă пуçарăва та асăнмасăр хăварас килмест. Пушар тухас хăрушлăх пысăк пулнăран, кунта вĕрентекенсенчен дежурство йĕркелесе янă. График тăрăх хурала тухаççĕ вĕсем. Паллах, вĕрентекенсем отпуск вăхăтĕнче те шкула пырсах çỹреççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулне яланхиллех лайăх хатĕрленсе кĕтсе илĕç кунта. Ачасен хаваслă та янравлă сасси çутă та илемлĕ классенчен илтĕнме пуçлĕ. Каллех шăнкăрав сасси, уроксем, тăхтавсем пулĕç. Хальлĕхе кану кунĕсем малалла тăсăлаççĕ-ха. Ăна ачасем усăллă ирттересси пирки пĕр иккĕленỹ те çук.

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика