Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене халалланă пурнăç

12 марта 2010 г.

 

 

 

 

ÇАМРĂК чухнех профессие тĕрĕс суйласа илнĕ, ĕмĕрĕпех юратнă ĕçре вăй хуракансем _ чăннипех те телейлĕ çынсем. Вĕсенчен пĕри _ Анат Чаткасри тĕп шкулти физкультура учителĕ Н.Н.Зыков. Пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленнĕ-ши Николай? Çук пулĕ. 1977 çулта Анат Чаткасри вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрелти профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. 1978 çулхи çуркунне алла тракторист удостоверенине илсен каччăна çар службине кайма повестка панă. "Службăччен тракториста вĕренни питĕ лайăх, _ тенĕ ăна Совет Çарĕсен Германири группинчи çар чаçĕн комиссийĕнче. _ Сана танк командирĕсем хатĕрлекен шкула вĕренме яратпăр". 6 уйăхран Николай Зыков сержант танксен полкĕнче танк командирĕн тивĕçне пурнăçлама пуçланă, пĕрлех чаçри тата дивизири спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăннă. Шкулта вĕреннĕ чухнех чупассипе пĕрремĕш разряд нормине тултарнă, профтехучилищĕре вĕреннĕ тапхăрта Тутарстанăн иккĕмĕш призерĕ пулнă Анат Чаткас çамрăкĕ 5-10 километрлă дистанцисене чупассипе малтан полк, кайран дивизи чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Шăпах службăра пулнă чухне Николай Зыковăн физкультура преподавателĕ пулас, хăйĕн пурнăçне ачасемпе, спортпа çыхăнтарас ĕмĕт çуралнă. Служба срокне тултарса киле таврăннă хыççăн, 1981 çулта, мал ĕмĕтлĕ каччă Волгоградри физкультура институчĕн Хусанти филиалне вĕренме кĕнĕ. Унта та тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă, вĕсенче яланах призлă вырăнсем йышăннă. 1985 çулта алла физкультура преподавателĕн-тренерĕн дипломне илсен тăван яла _ Анат Чаткасри вăтам шкула ĕçлеме килнĕ. Унтанпа Н.Н.Зыков пĕр улшăнми 25 çул тăван шкултах вăй хурать, хăйĕн ĕçне яланах юратса пурнăçлать. Шкулăн çăмăл атлетика, футбол, волейбол, теннис, баскетбол командисем районти ăмăртусенче, Спартакиадăсенче нумай чухне призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Йĕлтĕрçĕсен командисем вара 20 çул хушши пĕрремĕш вырăнсем йышăнса пыраççĕ. Кăçал та, акă, хĕллехи сезон уçăлнă ятпа йĕркеленĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче Анатчаткассем пĕрремĕшсем пулчĕç. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче Анат Чаткас шкулĕн команди республикăри ГТО нормисене тултарассипе (пневматика пăшалĕнчен пересси, турник çинче алă вăйĕпе çĕкленесси, йĕлтĕрпе чупасси) ирттернĕ ăмăртусенче темиçе хутчен те призерсен шутне кĕнĕ. Хальхи вăхăтра шкулта тĕрлĕ спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Хĕллехи вăхăтра ачасем ытларах йĕлтĕрçĕсен секцине çỹреме кăмăллаççĕ. Спорт секцийĕсем пĕр тикĕс ĕçлени, ачасен тренировкисене профессилле ăсталăхпа йĕркелени ăмăртусенче призлă вырăнсем çĕнсе илме май парать. Николай Николаевич хăй те йĕлтĕрпе чупассипе чылай çул район чемпионĕ пулнă, республикăри ăмăртусенче те призерсен шутне кĕнĕ. Ĕçне кура _ хисепĕ. Н.Н.Зыков _ РФ халăх çутĕç отличникĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ. Ăна Чăваш Республикин Хисеп грамотипе, ЧР спорт министерствин тата район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе те наградăланă. Мăшăрĕпе _ Антонина Николаевнăпа _ 3 ывăл ỹстерсе çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Вĕсем те, ашшĕ пекех, спортпа туслă пурăнаççĕ. Асли, Николай, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе инженер-механик дипломне илнĕ, çар службинче пулнă. Михаил çак академирех 4 курсра пĕлỹ пухать. Кĕçĕнни, Олег, Палтиелĕнчи вăтам шкулта 10 класра вĕренет. Çулсем малаллах шăваççĕ. Нумаях пулмасть Н.Н.Зыков 50 çулхи юбилейне те паллă турĕ. Малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма ырлăх-сывлăх сунатпăр сире, хисеплĕ Николай Николаевич.

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика