23 июля 2008 г.
ШĂРĂХ. Хĕртсе хĕвел пăхать. Ỹпресемпе вăрăм тунасемсĕр пуçне пăвансем тухрĕç: вĕттисем тата шултрисем. Пỹрне вĕçĕнчен пысăккисем тĕл пулаççĕ хушăран, "суккăр пăван" та теççĕ вĕсене пирĕн енче. Çилпе çумăртан та хăрамаççĕ вĕсем, вĕçеççĕ те вĕçеççĕ, çын, выльăх çине ларса юн ĕмеççĕ, пĕринне те тиркемеççĕ. Пур çĕрте те пур вĕсем: вăрманта та, хирте те. Ай-яй хытă çыртаççĕ эсреметсем. Çыртнă вырăн шыçăнса каять, нумайччен кĕçĕтсе çỹрет. Уйрăмах ĕне-пăрăва, лашасене канăç памаççĕ çак пăвансем. Пĕр вырăна сăрса илсе лараççĕ те выльăх çине, ĕмеççĕ кăна юна. Лешĕ ниçта кайса кĕреймест. Пуçне унталла-кунталла пăркаласа, урисемпе тапкаласа, хỹрине пăлтăр-пăлтăр вылятса хăвалать вĕсене. Анчах та лешсем вĕсем çитмен вырăна ларма ăс çитереççĕ. Мĕскĕн ĕне-пăру, лаша чăтаймасăр хỹрине çĕклет те çăлăнăç шырама яла, киле тарать... Çак вăхăтра ăна нимĕнпе хăваласа çитеймĕн, чараймăн. Пĕррехинче, кĕтỹре пулнă май, манăн акă мĕн курма тỹр килчĕ. Пăвансем тухнă вăхăтра ĕнесем хỹрисемпе çапкалашса, пуçĕсене сулласа курăк çиеççĕ. Çини те çук-ха кунта: те пăвансене хăваламалла, те çимелле. Лешсем каллĕ-маллĕ вĕçеççĕ, çавăнтах ларса юн ĕмеççĕ. Сасартăк таçтан пĕр ушкăн шăнкăрч вĕçсе килчĕ те вĕсем самантрах пăвансене сывлăшрах çăтма пуçларĕç, теприсем ĕнесем çинче лараканнисене çиме тытăнчĕç. Вунă минут та иртмерĕ пулĕ, йĕри-таврашра пĕр пăван та юлмарĕ. Ĕнесем те хаш сывласа янăн туйăнчĕ. Çапла ман умра тĕрлĕ вăхăтра 4 хутчен вĕçсе килсе çисе кайрĕç шăнкăрчсем пăвансене. Вĕсем вĕçсе килнĕ вăхăтра ĕнесем те лăпкă, кĕтсех тăраççĕ тейĕн кайăксене. Пăвансем выльăхсем çумĕнче явăннине пĕлеççĕ пулас шăнкăрчсем. Çук-çук та, вăхăтлăха пулин те ĕнесене канăçлăн çиме пулăшаççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"