12 апреля 2008 г.
ИРТНĔ эрнере Чукал ял поселенийĕн территорийĕнче те тирпей-илемшĕн пысăк вăй хучĕç. Чăн малтан, пулас чиркỹ йĕри-таврашне тирпейлерĕмĕр, çỹллĕ ỹснĕ йывăçсене касса пуçтартăмăр. Çак ĕçсенче В.Симурзин, Н.Карзанов, Г.Храмов тата ыттисем тăрăшрĕç. Учительсемпе вĕренекенсем, культработниксем те субботника хастар хутшăнчĕç. Тăватă хĕрарăм _ М.Ильичева, Н.Губанова, М.Кудрева тата Г.Андреева _ масар çинчи пỹрте çуса тасатрĕç, йĕри-таврашне тирпейлерĕç. Ял çыннисем Йывăç кунне те кар тăрса хутшăнĕç.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"