Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнать ялта шур сухал

21 сентября 2018 г.

Пурăнать ялта шур сухал

ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Александр Власов çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. 
Санькка çак ялта çуралса кун çути курнă. Пир сумка çакса ялти шкула пĕлỹ илме чупнă. Мирлĕ пурнăçа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татсан, унăн та ытти ачасем пекех çамрăклах ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Тантăшĕсемпе пĕрле ака-суха тунă, йĕтем çинче ĕçленĕ. Хĕлле Кучекре вăрман каснă, ăна Улатăра ăсатнă. Вăрманта сивĕ баракра пурăнма тивнĕ. «Çанталăк питĕ сивĕ тăратчĕ, шăнаттăмăр. Юрать-ха, пысăк хуранпа яшка пĕçерсе çитеретчĕç», - каласа парать Санькка тете. 
А.Власов 7 класс пĕтерсен колхозра ĕçлеме тытăннă. Пĕчĕккĕн платник ĕçне хăнăхса пынă. Çулĕсем çитсен тăватă çула яхăн çар тивĕçне пурнăçланă. Службăран таврăнсан укçа ĕçлесе илес шутпа çерем уçнă çĕре тухса каять.
- Çеçенхирте тăмпа хăмăшран çăрса типĕтнĕ кирпĕчрен купаланă çуртсем лараççĕ. Йĕри- тавра вара нимĕн те çук. Мана платниксен бригадине çирĕплетрĕç. Пĕренесенчен хамă- рах хăмасем çапкаласа çуртсем тăваттăмăр. Лапкăшпе сарăлса ỹсекен хыт-хурана çавапа кун каçипе çулса акма юрăхлă çĕр хатĕрлеттĕмĕр, - аса илет халĕ Александр Николаевич. - Ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Мĕнле тỹснĕ-ши? Çамрăк пулнă çав, вăй вĕресе тăнă. 
Çерем çĕр çинче çулталăка яхăн ĕçленĕ хыççăн вăл тăван яла таврăнать. Целинара ĕçленĕшĕн ун ячĕпе Канаша пĕр тонна тырă килсе çитет. Килтисене мĕн пысăкăш пулăшу пулнă çакă. Тырă пулсан çемье тутă! 
Малалла Санькка тете тăван колхозра вăй хума тытăнать. Платник бригадипе пĕрле йывăç витесене, тырă упрамалли кĕлетсене унăн ăста аллисем çĕкленĕ. Тырă типĕтмелли сушилка та ăсталанă. Ун чухне элеваторсем пулман. Каçхине тырра сушилкăна сарса хăварнă та ирхине типсен пуçтарса илнĕ. Шел, каярахпа çав сушилка çунса кайнă. 
Ака вăхăтĕнче Санькка тете яланах сеяльщик пулнă. Çав çулсенче Виçпỹрт Шăмăршăри колхоз пуян колхоз шутланнă. Трактор валли топливо Канашран хĕлле çунапа турттарнă. Канаша çитиччен Каçалта (халĕ Комсомольски ялĕ) ятарлă çуртра çĕр выртнă, ирхине каллех тапраннă. Канашра пичĕкесене тултарса каллех çула тухнă. Шăнса кайсан çунапа юнашар анса утма та тивнĕ. Каллех Каçалта çĕр выртнă. Çапла çул çинче виçĕ кун иртнĕ. 
Хирсене «АН » самолет удобрени сапнă. Санькка тете Кахăрлăпа Виçпỹрт хирĕсен чиккинче ялавпа тăрса летчике удобрени хăш вырăнта сапмаллине кăтартса тăнă. 
Ĕмĕрĕпех, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл тăван колхозра тăрăшнă. Мăшăрĕпе - Маюк аппапа - 7 ача (5 ывăл та 2 хĕр) ỹстерсе çитĕнтернĕ. Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ, Санькка тете халĕ кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Вăл - ĕç ветеранĕ. 
Александр Николаевича юбилейпе саламлама пур ачи те килсе çитрĕç - килĕ умĕнче 7 çăмăл машина ларатчĕ. Ачисем те хăйĕн пекех ĕçчен. Василий ывăлĕ – инженер-электрик, Набережные Челны хулара пурăнать. Геннадий - Ульяновскра, Валерий Чулхулари юхан-шыв училищине пĕтернĕ хыççăн Мускавра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Владимир - Шупашкарти электроаппарат заводĕнче слесарь. Луиза хĕрĕ Елчĕк районĕнче тĕпленнĕ. Люба Шупашкарти ялхуçалăх институтĕнче вĕренсе агроном дипломне илнĕ, çемйипе Вăрнарта ĕçлесе пурăнать. Олег - тăван кил управçи. 
Тăхăрвунă çул 90 утăм мар. Ăна утса тухма сывлăх, ăнăçу, çемьере килĕшỹ тата ача-пăча, мăнуксем сума суни те кирлĕ. Виçпỹрт Шăмăршăри Ветерансен канашĕ те Санькка тетене çак сумлă юбилей ячĕпе чĕререн саламлать, тата нумай çул пурăнма сывлăх сунать. 
Л.ЕГОРОВА, 
библиотекарь, 
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика