Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкула - хаклă парне

28 августа 2018 г.

Тăван шкула - хаклă парне

СĂМАХĂМ Анатолий Николаевич Головинский çинчен пырĕ. Вăл Палтиел ялĕнче çуралса ỹснĕ, пуçламăш классенче Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Ашшĕ-амăшĕ Улатăр районне куçса кайсан Первомайскинчи вăтам шкула пĕтернĕ (1975 ç). Кайран И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ (1984 ç). 1976-1978 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Çартан таврăнсанах, 1978 çулта, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта рисовани учителĕ пулса ĕçленĕ. 1987 çултан пуçласа Шупашкарти 34-мĕш номерлĕ шкулта (халĕ вăл 1-мĕш номерлĕ гимнази шутланать) ачасене вĕрентет.
Анатолий Николаевич чаплă художник-вĕрентекен çеç мар, вăл живописец, анималист, скульптор. Учителĕн тата унăн вĕренекенĕсен картинисем 13 çĕршывра выставкăсене хутшăннă. Картинисем халĕ «Тăван Атăл» журналта пичетленеççĕ. Паянхи кун вăл Чăваш Республикинчи Художниксен союзĕн членĕ. Çак пĕрлешỹ Анатолий Николаевич çинчен «Лики родной стороны» кĕнеке кăларчĕ. 
Нумай енлĕ талантлă вĕрентекен, художник нумаях пулмасть хăй çуралса ỹснĕ тăван Палтиел ялĕнчи вăтам шкула тĕлĕнмелле пысăк парне пачĕ - 15 пысăк картина. Халĕ вĕсем вăтам шкулăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш хучĕсенче фойене илем кỹрсе, çутатса, илĕртсе, пуянлатса тăраççĕ. Шкулта вĕренекенсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, килнĕ хăнасем кашни картина умĕнче нумайччен тимлĕн пăхса тăраççĕ. Акă хăшпĕр картинăсен ячĕсем: «Последний снег», «Ветла над прудиком», «Родная сторонка»,«Журчание весенних ручьев», «Лиса на охоте...», «Утки. Возвращение домой», «Учитель-танкист». Художник çак картинăсене пурне те хăйĕн тăван ялĕнче - Палтиелĕнче, ял çумĕнчи вăрманта ỹкернĕ. Çут çанталăка, тăван пĕчĕк çĕршывне епле юратни витĕр курăнса тăрать. Кану вăхăтĕнче вăл турист, пулăçă, сунарçă, платник. Унăн ыр кăмăллăхĕ виçесĕр пысăк. Хăй ĕçлекен гимназие Анатолий Николаевич 34 картина парнеленĕ. Калама çук пысăк ĕç! Кăкăрĕ çинче «Почетный работник общего образования Российской Федерации» паллă, СССР Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕн выставкинче «Корнепластика» номинацире тивĕçнĕ пăхăр медаль (1987 ç) йăлтăртатса, хисеп кỹрсе тăраççĕ. Вăл аслă категориллĕ учитель. 
Палтиелĕнчи вăтам шкулăн педагогика коллективĕ, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ Анатолий Николаевича тав сăмахĕ калаççĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей тата нумайрах чĕрене пырса тивекен чаплă картинăсем çырма ăнăçу сунаççĕ. Шкул директорĕ Рудислав Петрович Сорокин калаçăва хутшăнса, картинăсене кăтартнă май, питĕ тĕрĕс сăмах каларĕ: «Шкул чăннипех хăйĕн вĕренекенĕсемпе пурăнать! Шутламан, кĕтмен çĕртен тăван шкула хаклă парне!». 
Анатолий Николаевича çакăн пек ỹсĕмсем тума çемьери ăнланулăх та пулăшать. Мăшăрĕ Светлана Валерьевна унăн пĕрремĕш критикĕ, Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ. «Светлана - пирĕн çемье вучахне, ăшшине упракан!» - тет Анатолий Николаевич. Анатолий Николаевичпа Светлана Валерьевна икĕ патвар, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăхлă, Сетнер пек хастар, хитре ывăлсем çитĕнтерчĕç. Асли - Артур, иккĕмĕшĕ - Павел. Иккĕшĕ те Мускав хулинче. Чи пысăк савăнăçĕ вара - Иван мăнукĕ. Анатолий Николаевич, ĕмĕтỹсем çутă пулччăр, утас çулу ялан такăр пултăр! 
Р.МИНЕЕВА, 
педагогика ĕçĕн ветеранĕ, 
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика