Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй-хал - хусканура!

25 июля 2018 г.

7.jpg

 
РЕСПУБЛИКĂРА, çав шутра пирĕн районта та, кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Çакнашкал кун иртнĕ шăматкун та ватти-вĕттине спорт учрежденийĕсене йыхăрчĕ.Уйăхра пĕр кун тỹлевсĕр бассейнра ишме, фитнес,тренажер залĕсенче вăй-хала тĕреклетме, теннисла выляма май пулни пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ.
 
Шăмăршăри «Туслăх» спорт комплексĕнче те кунĕпех ача-пăча сасси илтĕнсе тăчĕ июлĕн 21-мĕшĕнче. Аслисем те чылайăн пулчĕç, хăшĕсем çемйипех ачисемпе пĕрле активлă канчĕç. Ачасен бассейнĕнче амăшĕсене, асламăшĕ-кукамăшне те пепкисемпе пĕрле курма пулать - пĕчĕкскерсене ишме вĕрентеççĕ. Икĕ-виçĕ ачипе ишме çỹрекен амăшĕсем те тĕл пулаççĕ – çапла вĕсем шыва хăнăхтараççĕ. Акă Палтиелĕнчен Р.Емдиханова хăйĕн икĕ кĕçĕн ачипе тата тăванĕсен виçĕ ачипе килсе çитрĕ.
 
- Хам ишме пĕлместĕп, çавăншăн халĕ те кулянатăп. Ачасене вара ишме вĕрентетĕпех. Шывран ан хăраччăр, ишме пĕлччĕр тетĕп, çавăнпа час-часах вăхăт тупса вĕсене бассейна илсе килетĕп, - пĕлтерет Раиле Мегсумовна.
 
Пĕчĕккисен бассейнĕнче ишме вĕренме майсем çителĕклех: шыв çинче тытăнма пулăшакан çаврашкасем, пластмасса «хăмасем». Инструкторсем те кирлĕ сĕнỹсем парса хавхалантарса тăраççĕ.
 
Ытти кунсенче вара бассейнра шăрăх кунсенче те ача-пăча хĕвĕшниех туйăнмасть. Ашшĕ-амăшĕ ачисене шывра ишме кашни кун 45 тенкĕ параймасть. Чылайăшĕн эрнере 2 хутчен çеç бассейнра киленме тивет. Хуларан канма килнĕ ачасем чылаййăн çỹреççĕ кунта - вĕсемшĕн кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ укçа шеллемест.
 
Пенси çулĕсенчи ĕç ветеранĕсем бассейна тăтăш çỹрени вара питех те кăмăллă. Л.Козлова, С.Шамеева, В.Обаськина, В.Абанников, О.Абанникова, Р.Драгунова тата ыттисем те эрнере 3 хут ишсе савăнаççĕ кунта. Сывлăхне çирĕплетеççĕ, хавас кăмăл-туйăм илеççĕ, ватлăха парăнма шутламаççĕ.
 
«Туслăхпа» туслă пурăнар, сывлăхлă пулар! 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика