Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану центрĕн директорĕ

23 марта 2013 г.

Клуб работникĕн ĕçĕ çăмăлах мар. Унăн ял-йышăн канăвне усăллă йĕркелемелле, илемлĕ пултарулăх кружокĕсене ертсе пымалла, ял çыннисене концерт-спектакле явăçтармалла, сцена çинче кăтартмалла. Районти е республикăри фестивальсем валли художество номерĕсем хатĕрленĕ чухне уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ара, кун пек чухне солистка, ансамбль е такмакçă ял чысне хÿтĕлет-çке-ха. Каçсерен клуба та уçмалла, тĕрлĕ мероприятисем, çав шутра çамрăксем валли дискотекăсем ирттермелле.

Культура работникĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Паллах, йывăрлăхсем те сахал мар. Хăйсен профессине, илемлĕ пултарулăха чунтан парăннă çынсем кăна чылай çул ĕçлеме пултараççĕ клуб учрежденийĕнче. Çакнашкал специалистсенчен пĕри – Чукалти культурăпа кану центрĕн ертÿçи М.Угарина.

Мария Иосифовнăн культура сферинчи биографийĕ 1987 çулта, Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухсан, культура ĕçĕн ертÿçин дипломне илсен, пуçланнă. Илемлĕх ертÿçипе, Мария Заказовапа, тÿрех килĕштерсе ĕçлеме тытăннă. Пĕр-пĕрне ăнланни ĕçре ÿсĕмсем тума май панă. Концерт-спектакль, ытти культура-массăллă мероприятисем нумай ирттернĕ вĕсем. Концертсем йĕркелеме Кивĕ Чукалти А.Лубошнов баянист та пулăшнă.

2004 çултанпа вара, художество руководителĕн должноçне Кивĕ Чукал çынни З.Савельев баянист йышăнсан, пĕрлехи вăйпа хор, вокал ансамблĕсен, фольклор ушкăнĕн ĕç-хĕлне сисĕмлех лайăхлатнă. Мария Иосифовна вара ачасен пукане тата çемçе теттесем çĕлес ăсталăха вĕрентекен кружоксене ертсе пынă. Пуканесен театрĕ ялти шкулта тата ача сачĕнче «Çарăк», «Машенька тата Упа», «Йăва», «Тилĕ тус» тата ытти юмахсен инсценировкисене кăтартнă.

Кăçалхи паллăрах мероприятисене илсен, кунта Раштав кунĕнче («Пришла коляда - открывай ворота») тата кивĕ Çĕнĕ çул каçĕнче («Юмăç пăхрĕç сар хĕрсем...») халăх йăли-йĕркипе çыхăннă мероприятисем ирттернине палăртмалла. Çвятуй Валентин кунĕнче çамрăксем тĕрлĕ вăйă-конкурсра, викторинăра вăй виçнĕ. Февралĕн 23-мĕшĕнче («Атьăр-ха, каччăсем!»), Мартăн 8-мĕшĕнче («Атьăр-ха, хĕрсем!») çамрăксен конкурсĕсемлĕ кану каçĕсем йĕркеленине асăнмалла. В.Смолькова библиотекарьпе пĕрле нумаях пулмасть ялти пуçламăш шкулта вĕренекенсем валли Поэзи сехетне ирттернĕ. С.Михалков çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятире ачасем паллă поэтăн сăввисене вуланă.

Мария Иосифовнăпа Захар Николаевич, ялта мероприятисем ирттернисĕр пуçне, районти смотр-конкурс валли тулли содержаниллĕ концерт программисем хатĕрлессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сăмахран, 2011 çулта Чукал ял тăрăхĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ районти фестивальте виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. 2012 çулта вара Чукалсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Кăçалхи фестивальте те вĕсем лайăхпа палăрчĕç. Программăра пур жанрсем те пулчĕç. Концерта тĕплĕн хатĕрленни ял-йыша та, жюри членĕсене те тÿрех сисĕнчĕ. Сăмах май каласан, М.Угарина çак смотр-конкурсра çĕкленÿллĕ кăмăлпа сăвă вуларĕ, хорта, хĕрарăмсен ансамблĕнче юрларĕ.

Мария Иосифовна хăйĕн юратнă мăшăрĕпе, Чукалти участок лесничествинче вăй хуракан Алексей Александровичпа, икĕ ача ÿстереççĕ. Асли, Оля, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта 11 класра вĕренет. Кĕçĕнни, Ангелина, Кивĕ Чукалти тĕп шкулта 8 класра пĕлÿ пухать. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене пĕчĕкренех тивĕçлĕ воспитани пама, ĕçе хăнăхтарма тăрăшаççĕ.

Мария Иосифовнăпа Захар Николаевича культура сферинче малашне те творчествăлла хавхаланупа ĕçлесе пыма, ял-йыша интереслĕ мероприятисемпе савăнтарма ырлăх-сывлăх тата ăнăçу сунатпăр. Илемлĕ пултарулăх коллективĕ ялта та, районта та яланхи пекех лайăхпа палăрса тăтăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика