Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ленинграда хÿтĕлесе

23 февраля 2013 г.

Çĕнĕ Чукалти С. Борисов тăхăр вун саккăрта пырать. Хăйĕн пурнăçĕнче хура-шурра сахал мар курнă Степан Максимович: ĕçре пиçĕхнĕ, Аслă Аттелĕх вăрçин çулăмне кĕнĕ.

Йышлă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ вăл. Çемьере кĕçĕнни пулнă. Икĕ аппăшĕпе виçĕ тетĕшĕ Çтапука (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Иртнĕ ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче пурнăç çăмăлах пулман. Уйрăмах – нумай ачаллă çемьесен. Йывăрлăхсене пула, ытти нумай-нумай ача пекех, шкулта пурĕ те 2 класс çеç пĕтерме май килнĕ Çтапука.

Ятран тивĕçнĕ çĕр лаптăкĕ çинче вунă-вун иккĕрех лашапа çĕр сÿрелени, çурлапа тырă вырни пирки каласа пачĕ Степан Максимович. 1932-1933 çулсенче ялта колхоз йĕркелесен, мĕн пур ĕçсене лаша-вăкăрпа е алă вĕççĕн тунине те асăнчĕ. Колхоз уй-хирĕнче иртен пуçласа сĕм-çĕрлеччен ĕçленĕ.

1935 çулта çирĕмри йĕкĕт ялти хăй пекех сăпайлă та ĕçчен хĕрпе – Аннăпа – пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Пĕр-пĕрне юратакан çамрăксем ки- лĕштерсе пурăннă. Икĕ çултан çемьене Еля ятлă пепке килнĕ.

1940 çулта С.Борисова Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Служба тивĕçне Пограничнăй çарсенче – Совет Союзĕпе Финлянди хушшинчи чикĕре – пурнăçлама тытăнать. Ун чухне Финн вăрçи вĕçленнĕ кăна-ха, çавна май чикĕри лару-тăру çăмăлах пулман.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шыв çине фашистла Германи тапăнса кĕрсен, вăрçă вучĕ анлăн сарăлса кайсан заставăсенчи пограничниксене Ленинграда хÿтĕлеме куçарнă. Симĕс карттуслă воинсем оборонăра çирĕп тăнă, Ленинград еннелле талпăнакан гитлеровецсен чаçĕсен атакисене пĕрин хыççăн теприне сире-сире ывăтнă. Йĕри-таврашра снаряд-мина кĕрĕслетсе çурăлнă, пульăсем чĕрĕ ÿт шыраса шăхăрса вĕçнĕ. Оборона линийĕсенче вилнисемпе аманнисем питĕ йышлă пулнă.

Пĕр хаяр çапăçура Çтапук тете те аманать. Телее, пит йывăрах мар. Кĕске вăхăт госпитальте сипленнĕ хыççăн Çĕнĕ Чукал çынни каллех строя тăнă. Вăл Ленинград таврашнех лекнĕ. Хальхинче Ладога кÿллин пăрĕ çийĕн çÿрекен автомашинăсене хÿтĕлекен подразделенире пулнă. «Пурнăç çулĕ» тăрăх çÿрекен автомашинăсем Ленинграда хÿтĕлекенсем валли хĕç-пăшал, снаряд-патрон, апат-çимĕç илсе килнĕ, каялла кайнă чухне хуларан аманнă салтаксене, ачасемпе хĕрарăмсене илсе тухнă.

Совет салтакĕсемпе офицерĕсен çапăçусенчи паттăрлăхĕ иксĕлми пулнă. Çавна май мĕнле тăрăшсан та гитлеровецсен çарĕсем Ленинград хулине илеймен, унăн хÿтĕлевçисене парăнтарайман.

С.Борисовăн фронтри биографийĕ разведчиксен подразделенийĕпе те çыхăннă. Вĕсен разведка ушкăнĕ фронт линийĕн тепĕр енчен сахал мар «чĕлхе» тытса килнĕ, çапла майпа хамăр командование паха сведенисемпе тивĕçтернĕ. Пĕррехинче задание кайсан С.Борисов ураран йывăр аманать.

Санитари эшелонĕ Çĕнĕ Чукал çыннине аякри госпитале илсе çитерет. Шел, салтакăн урине врачсен ирĕксĕрех касма тивнĕ.

1944 çулта Çтапук тете тăван яла таврăнать. Унăн гимнастеркине Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ тата медальсем илемлетнĕ.

Инвалид пулсан та фронтовик вăй çитнĕ таран колхоз ĕçĕсене хутшăннă, ут кÿлмелли хатĕрсене юсаннă.

Хальхи вăхăтра Çтапук тетене килĕнче Вера хĕрĕ пăхса пурăнать. (Шел, мăшăрĕ вилнĕ). Кил хушшинче йĕркеллех кăштăртатса çÿрет вăрçăпа ĕç ветеранĕ, пурне те яланах ырă сунать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика