Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам айăплă: качака е хуçи?

23 августа 2014 г.

Район администрацийĕ çумĕнчи административлă право йĕркисене пăсакансемпе ĕçлекен комисси ларăвĕсене пĕрре çеç мар хутшăнма тивнĕ мана, халĕ те чĕнкелеççĕ. Вĕсенче кашнинчех вуншар, тепĕр чух ытларах та протокол пăхса тухаççĕ. Кашнинчех тĕп ыйту - качака. Çук-ха, çак выльăха сивлес шухăш çук манăн. Юлашки çулсенче, ĕне тытма вăй çитерейменрен, çынсем, уйрăмах ватăсем, "шĕвĕр сухалсене" усрама тытăнчĕç: пăхма та ансат, апачĕ те нумаях кирлĕ мар, çитменнине - тиркемест. Сĕчĕ те усăллă, сиплĕ теççĕ. Çапли çапла пулĕ-ха та... Тиркемест тенĕрен, качака чăнах та çаплах - хăй хыççăн нимĕн те хăварманпа пĕрех. Ирĕке тухтăр çеç - уншăн "çул уçă": сад-и е пахча - çав-çавах. Курăк тени урамра та ỹсет вĕт-ха. Çук, ăна "юраманни" илĕртет - ăçта та пулин сăтăр кỹмеллех. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: хỹме çурăкĕнчен мăйракипе шĕвĕр сухалĕ кĕрейсен, тĕрлĕ пахча çимĕçпе илĕртекен пахчана хĕсĕнсе те пулин кĕрет-кĕретех е карта урлах сиксе каçать. Пĕтрĕ вара халĕччен куллен шăварса çитĕнтеренĕ тухăç. Шăмăршăра кăна мар, ытти ялсенче те çакнашкал ỹкерчĕкех. Çут çанталăка сиен кỹрекен çынсене эпир браконьерсем тетпĕр-ха. Кун пек шутласан, качакасене камсен шутне кĕртмелле? Тен, вĕсене мар, хуçисене? Ирĕкре çỹрекен качакашăн кам айăплă? Паллах, хуçи. Выльăха ирĕке кăларса ямалла марри пирки лайăх пĕлет вăл, анчах шута илесшĕн мар. Хăйĕн пирки протокол çырнипе те килĕшесшĕн мар çын, кун пекки тахçан пĕрре пулнă имĕш, ыттисен качакисем çу каçипех ирĕкре çỹреççĕ - вĕсене куракан çук. Кунта, тен, тĕрĕсси, "алла алă çăвать" е курман-илтмен тени те пур-тăр. Тавлашмăпăр. Комисси ларăвĕсем яланах тавлашуллă иртеççĕ - никам та айăпа йышăнасшăн мар. Пĕр кулăшла самант асра юлнă: ларăва Шăмăршăра пурăнакан пĕр хĕрарăма чĕннĕччĕ. - Ман качака ватă, шăлсăр. Никама та сиен кỹме пултараймасть вăл. Кăшлама мар, килте те отруби çеç çиет, - "шĕвĕр сухалне" хỹтĕлет хайхискер. Лешĕ вара, "шăлсăрскер", кỹршине самаях шар кăтартнă-мĕн, купăстасăр хăварнă. Качакасене ирĕкре çỹретнĕшĕн маларах хуçисене 500-шер тенкĕ штраф тỹлеттеретчĕç. Халĕ унăн хисепĕ икĕ хут ỹсрĕ. Çакă та çынсене тавлаштарать. - Ман пĕр качака. Кỹршĕсен - тăваттă. Вĕсене те, мана та пĕр пек штраф. Ăçта кунта тĕрĕслĕх? Пĕр качакашăн пин тенкĕ штраф пулсан, тăваттăшĕшĕн тăватă пин пулмалла пек. Вĕсем пĕр качакаран тăватă хут ытларах сиен кỹреççĕ вĕт! - тет пĕри. Пĕр шутласан, килĕшме те пулать пек унпа. Тен, малашне çакăн пирки те шухăшласа пăхмалла мар-ши? Вара качакасене ирĕке кăларса яракансем те сахалланнă пулĕччĕç. Выльăх усрама халĕ никама та чармаççĕ, пачах урăхла - тĕрлĕ енлĕн хавхалантарма тăрăшаççĕ. Çавах та йĕркене пăхăнни кирлех. Усратăн пулсан - кăкар, е картишре тыт. Качакасене кĕтĕве ярасси пирки калаçу пуçарсан, комисси ларăвне чĕннисен ялан тенĕ пекех пĕр шухăш: кĕтỹç тупма йывăр. Урăх май та пур-çке, вĕсене пăхассине мĕншĕн черетпе йĕркелес мар? Кунта çынсен пĕр-пĕринпе калаçса татăлни, килĕшни кăна кирлĕ. Вара йĕрке те пулĕччĕ. 

В.МИХАЙЛОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика